АСЛĂ ăру çыннисем майăн 19-мĕшне пионер организацийĕн кунĕ тесе паллă тунă. Пионерсем хĕрлĕ галстук çыхса çỹренĕ. Паян вĕсен ячĕ урăхларах. Районти шкул ачисен Раççейри юхăмĕн (РДШ) хастарĕсем пысăк тĕллевпе, мал ĕмĕтпе пурăнаççĕ. Вĕсен тĕп тĕллевĕ - вĕренỹре те, общество пурнăçĕнче те хастарлăх кăтартасси, аслисене хисеплесси, пулăшасси, кĕçĕннисене çул уçса пырасси тата ытти те. Ачасен обществăлла пĕрлĕхĕсем тĕрлĕрен культура, спорт мероприятийĕсене те хастар хутшăнни кăмăллă.
Ноябрь 2024 |