Чăваш Ен ертỹлĕхĕ инвестици политики çинчен пуçарнă сăмаха малалла тăсăпăр. Эпир унăн экономика аталанăвне кỹрекен витĕмне хак патăмăр, малтанхи çулсенчи ĕç-хĕлне пăхса тухрăмăр, инвестици калăпăшĕ чакнин сăлтавĕсене тупма тăрăшрăмăр. Паянхи калаçу Чăваш Енри хăвăртлатнă социаллă экономика аталанăвĕн территорийĕсем тата индустри паркĕсем çинчен пулĕ. Шăпах вĕсем республикăра инвестици проекчĕсене пурнăçласси мĕн таран ăнăçлă пулса пынине кăтартаççĕ.
Ноябрь 2024 |