"Канашра туса кăларнă"

Категория: Публикации Опубликовано: 22.05.2020, 11:34 Просмотров: 442

Канашран Тăвай еннелле тухса кайнă çĕрте хальхи вăхăтри промышленность дизайнĕн требованийĕсемпе килĕшỹллĕн туса лартнă пысăк производство корпусĕ тỹрех куç тĕлне лекет. Пĕрре пăхнипех ăнланма пулать, кунта инновациллĕ продукци кăлараççĕ. "ARKTO" пĕрлĕхĕн генеральнăй директорĕ Светлана Ардентова мĕн пур ĕçе пăрахса экскурсовод пулма килĕшрĕ. Эпир производство участокĕсене пăхса тухрăмăр, бухгалтерие, конструкторсен пỹлĕмне, столовăя, бытовкăсене, туалета кĕрсе куртăмăр. Эпĕ, Раççейри тата Европăри тĕрлĕ предприятире, çав шутра "Камминз-Кама" Раççей-Америка заводĕнче те, пулса курнăскер, хăюллăнах калама пултаратăп, коммерциллĕ шкап холодильниксем кăларакан завод, "ARKTO" пĕрлĕх Канашра туса лартнăскер, вĕсенчен пĕрре те начар курăнмасть, хăш-пĕр енĕпе, тен, лайăхрах та. Предприяти йĕркеленсе кăна пырать-ха, апла пулин те продукцин пĕрремĕш партине ăсатма хатĕрленеççĕ.

- Пирĕн патра ĕçлекенсен шучĕ хальлĕхе 40 çын ытла кăна, - каласа кăтартать Светлана Ардентова. - Пурте те тенĕ пекех, темиçе специалистсăр пуçне, ку тăрăхра пурăнакансем. Çитес вăхăтра персонал шутне çĕр çынран ирттересшĕн, мĕншĕн тесен производство аталанса пырать.

Хăш-пĕр ĕçченпе, çак шутра специалистсемпе те, калаçма тỹр килчĕ. Вĕсене пĕтĕмпех тивĕçтерет, ĕç те, шалу та. Уйрăмах карантин тапхăрĕнче тупăш чакманшăн кăмăллă вĕсем. Ку вăхăтра ытти предприятипе учрежденире шалăва пур чухне те туллин памаççĕ.

Компани Канаша мĕнле майпа килнĕ-ха? Ку ыйтăва хуравлас тесен хăвăртлатнă социаллă экономика аталанăвĕн территорийĕсем пирки тĕплĕнрех калаçма тивет.

Историрен

Хăвăртлатнă социаллă экономика аталанăвĕн территорийĕ -ятарлă экономика зони, инвестицисене явăçтарма туса хунăскер. Кунашкал ĕç-хĕл тĕнчипех сарăлнă. Раççейре пуçласа ун пирки вунă çул каялла, хăш-пĕр региона, уйрăмах Инçет Хĕвел тухăçне, аталантарас тĕлĕшпе çивĕч ыйтусем сиксе тухсан, калаçма пуçланă.

2013 çул вĕçĕнче Раççей Президенчĕ Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче Инçет Хĕвел тухăçĕнче тата Çĕпĕрте ятарлă территорисен, вĕсене хăвăртлатнă социаллă экономика аталанăвĕн территорийĕ ят панă, конгломератне туса хума сĕнчĕ. Шăп çулталăкран унăн статусне йĕркелекен уйрăм федераци саккунне йышăннă. Палăртмалла, унччен те Раççейре çăмăллатнă режимра бизнес ĕçне йĕркелесе пымалли территорисем пулнă, ятарлă экономика зонисем, территори аталанăвĕн зонисем, Мускав облаçĕнчи "Сколково", хупă администраци-территори йĕркеленĕвĕсем, тĕслĕхрен, Челябинск-40 е Красноярск-26 евĕрлисем. Вĕсемпе танлаштарсан хăвăртлатнă социаллă экономика аталанăвĕн территорийĕсем -чĕр тавар мар производство йĕркелеме ятарлă условисемпе, налук çăмăллăхĕсемпе, ансатлатнă администраци ĕç-хĕлĕпе тивĕçтернĕ тата пысăкрах, нумайрах функциллĕ территорисем. Вĕсен тивĕçĕ экономика ỹсĕмĕн вырăнĕ пулса тăрса вăл е ку регионти пурнăç пахалăхне лайăхлатма пулăшасси.

Çапла майпа патшалăх хăвăртлатнă социаллă экономика аталанăвĕн территорийĕсенче хăйсен производствине вырнаçтаракан резидентсене, урăхла каласан, компанисене, пысăк çăмăллăхсем парать. Çакăншăн вĕсенчен хăш-пĕр условие пăхăнма ыйтать Илер акă, тĕслĕхрен, "Канаш" хăвăртлатнă социаллă экономика аталанăвĕн территорине. Унăн кирек хăш резиденчĕн юридици сăпатне реестра кĕртнĕ хыççăн пĕрремĕш çулталăкра яланлăх вунă çĕнĕ ĕç вырăнĕнчен кая мар йĕркелемелле. Ку кăна мар. Вĕсен шучĕ çавăн пекех юридици сăпачĕ патĕнче юлашки виçĕ çулта (е вăл йĕркеленнĕренпе иртнĕ тапхăрта, виçĕ çултан сахалрах ĕçлет пулсан) ĕçлекенсен списокĕн вăтам шутĕнчен сахал пулмалла мар. Резидентсен ĕçлекенсен мĕн пур йышĕн 25 процентĕнчен ытларах ют çĕршыв çыннисене ĕçе илме юрамасть. Çак требованисене, ăнкарса илме йывăр мар, Канашра хушма ĕç вырăнĕсем йĕркелес тĕллевпе çирĕплетнĕ.

Хăвăртлатнă социаллă экономика аталанăвĕн территорийĕсен резиденчĕсен производство сферинче те чарусем пур. Сăмахран, вĕсен акцизлă таварсен производствине, çăмăл автомашинăсемпе мотоциклсемсĕр пуçне, çавăн пекех чĕр тавар отраслĕсемпе çыхăннă таварсен производствине е пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерессине йĕркелеме, суту-илỹ тума, куçман пурлăхпа çыхăннă операцисем пурнăçлама тата ытти те юрамасть. Çак чарусем вырăнлă, мĕншĕн тесен "Канаш" территорин мĕн тăвас килет çавна тăвакан предприятисен пуххи пулса тăмалла мар, унăн инновациллĕ продукци кăларакан, кун пирки эпир маларахри статьясенче калаçнăччĕ, старт лапамĕ пулмалла. Паян "ARKTO" компани шăпах çак требованисене тивĕçтерет те.

Халĕ мĕн пур?

Нумаях пулмасть, çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев "Интерфакс" информагентствăна пысăк интервью пачĕ. Калаçу пуçламăшĕнчех вăл экономика аталанăвĕн тĕллевĕсене палăртрĕ. Акă мĕн каларĕ вăл: "Чи малтанах ятарлă экономика ĕç-хĕлĕллĕ территорисем е индустри паркĕсем, агропромышленность паркĕсем, аталану территорийĕсем йĕркелемелле. Эпир шутланă тăрăх, индустри паркĕсене, агропарксене патшалăх шутĕнчен тăваççĕ. Кунсăр пуçне сахалран та уйрăм çынсен сакăр технопаркĕ пулать".

Олег Алексеевич хăйĕн сăмахне экономика зонисенчен пуçлани ăнсăртран мар. Мĕншĕн тесен ăна, профессионал экономиста тата çĕнĕлле шухăшлакан управленеца, ку сферăри хальхи вăхăтри лару-тăру çырлахтармасть. ...

Республикăн унчченхи ертỹлĕхĕн çирĕпленнĕ ĕçĕ-хĕлĕ çапларахчĕ, хăвăртлатнă аталану территорийĕсен презентацийĕсене питĕ чаплă ирттерме пуçларĕç - малтанах пĕр çăмха хĕрлĕ хăю та туянса хунă. Чăваш Енĕн интерактивлă картти çинче "ТОСЭР" паллăсемпе республикăри пур хулана тенĕ пекех тата хăш-пĕр района паллă туса тухнă. Пĕлтерĕшлĕ сахал мар объект туса лартма тата хальхи вăхăтра ĕçлекен предприятисенче çĕнĕ производствăсем уçма палăртнă. Анчах яланхи пекех чылай япала хут çинче кăна тăрса юлнă. Акă карттă çинче Çĕмĕрле районĕнче "БиоПарк" строительствине, Улатăрта кĕленче производствин заводне паллă тунă. Шел те, паян çакă çук. Улатăр предприятийĕн строительствине 70 миллиона яхăн тенкĕ хывнă, анчах кăшкарне кăна хăпартнă, вăл паян çăмăлттайлăха тата ĕç тĕлне пĕлменнине кăтартакан палăк пек тăрать. Кунсăр пуçне карттă çинче Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ таврашĕнчи ăслăлăх-производство тата социаллă тĕллевлĕ комплекс та пур. Анчах Чăваш Енри производствăна аталантарас вырăнне компани Тутарстанри "Алабуга" ятарлă экономика зонинче вырнаçнă ỹсен-тăрана хỹтĕлемелли хатĕрсене кăларакан завод строительствине 4.5 миллиард тенкĕ хывнă. Çакă Чăваш Ен хушма ĕç вырăнĕсемсĕр тăрса юлнине çеç мар, республика тата вырăнти бюджетсене кĕрекен налуксене çухатнине те кăтартать.

Паян, чăннипе, Чăваш Енре "Канаш" аталану территорийĕ пирки çеç татăклă сăмах калама пулать. Тĕрĕссипе, Канаш хули-_ питĕ хăйне евĕрлĕ муниципалитет, мĕншĕн тесен ăна ку вунă çуллăхра экономикăра пысăк çитĕнỹ тума шăпа ỹкнĕ. Пĕрремĕшĕнчен, 2015 çултах ЧР Министрсен Кабинечĕ тата Монохуласен аталанăвĕн фончĕ хулан социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне хăват паракан килĕшỹ çирĕплетнĕ Чăваш Енри тата пилĕк хула, Улатăр, Çĕмĕрле, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле, Етĕрне Монохуласен аталанăвĕн фончĕн укçине илме май паракан статуса тивĕçнĕ. Вĕсемпе танлаштарсан, Канашра аталану территорине йĕркеленĕ (Çĕнĕ Шупашкарта, тĕслĕхрен, ăна планлаççĕ кăна-ха), çавăн пекех индустри паркне хута янă. Анчах Чăваш Енĕн унчченхи ертỹлĕхĕн явапсăрлăхне пула Канаш чутах фонд укçисĕр тăрса юлатчĕ. Çак ĕçе РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков вăхăтра хутшăнни çеç лару-тăрăва çăлса хăварчĕ.

Чăваш Енре паян икĕ индустри паркĕ çеç, Шупашкарта тата Канашра. Çакăн йышши тепĕр паркăн Улатăрта уçăлмалла пулнă, анчах унта халĕ те ĕç вырăнтан тапранман. Канашра та пĕр резидент кăна регистрациленнĕ - "ARKTO" компани, Светлана Ардентова каланă тăрăх, чăваш хулине ăнсăртран лекнĕ. Апла пулин те шанчăксăр мар. Олег Николаев профильлĕ ведомствăсене хăвăртлатнă социаллă экономика аталанăвĕн территорисене аталантарас, регионта индустри тата агропромышленность паркĕсене йĕркелес тĕлĕшпе çирĕп мерăсем йышăнма хушу панă. Çак ĕçĕн çимĕçĕсене вăрах кĕтме тивмĕ - вĕсем курăнма пуçланă та ĕнтĕ.

Алексей КРЯЖИНОВ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика