Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсенчен çак чыса харăсах пиллĕкĕн тивĕç пулчĕç. Вĕсем пурте вĕренỹре тăрăшуллă, юлташĕсемшĕн тĕслĕхлĕ, обществăлла пурнăçра харсăр, кăтартуллă, мал ĕмĕтлĕ. Эппин, паллашар-ха.
Л. Алексеева 11 класа çỹрет. Анлă тавракурăмлăскер мĕн вĕреннине ĕçпе çирĕп- летме тăрăшать. Кружоксемпе факультатив занятийĕсене çỹресе проектсем хатĕрлет.
Люба "Çулталăк вĕренекенĕ - 2018", "Шкул мăнаçлăхĕ" конкурссен çĕнтерỹçи ятне тивĕçнĕ. Литературăпа, вырăс чĕлхипе, экономикăпа, обществознанипе, историпе олимпиадăсенче регионти тапхăрта çĕнтерỹçĕ тата призер пулнăччĕ. Дипломĕсене шутласа та кăларма çук.
Пуçаруллă, яваплăха туякан хĕр Люба. "Раççей шкул ачисен юхăмĕ" обществăлла организаципе, "Волонтерсен отрячĕпе" тĕрлĕ мероприятие хутшăнать. Класс тата шкул тулашĕнчи ĕçсене кăмăлтан явăçать.
Л. Алексеева иртнĕ çул район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине те илме тивĕçнĕ.
Г. Югаметова та Любăпа пĕр класра вĕренет. Гузел тивĕçлĕ пĕлỹ илсе професси суйласа илес тĕллевне лартнă та ĕнтĕ. Ульяновскинчи патшалăх техника университечĕ вырăс чĕлхипе, экономикăпа, обществознанипе ирттерекен олимпиадăсенче çĕнтерỹçĕ пулчĕ. Ытти конкурссемпе конференцисенче те ỹсĕмĕсем пур. Акăлчан чĕлхипе сочинени çырса районта мала тухрĕ. "Акăлчан чĕлхипе калаçатпăр" конкурсра призер пулчĕ.
Дистанциллĕ олимпиадăсемпе конкурссенче те çитĕнĕвĕсем пур. Гузел шкулти интеллектуалсен командин членĕ. Мускавра иртнĕ Раççейри пĕрремĕш чемпионатра пысăк кăтартусем турĕ.
Вăл шкулти "Грация" параппанçăсен отрячĕн командирĕ. Ушкăн Çĕмĕрлере ирттернĕ республикăри фестиваль-дефилере тата плац-концертра пĕрремĕш вырăн йышăннăччĕ.
Спорт мероприятийĕсенче те хастар Г. Югаметова. Уйрăмах волейболпа баскетбола кăмăллать.
Н. Кузнецова вара 10 а класа çỹрет. Сăкăтри вăтам шкулăн 9 класне "5" паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ хыççăн килнĕ. Гуманитари енне ытларах кăмăллать.
Настя Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх шкулне те çỹренĕ. Вăл- "Вăрçă çинчен сăвăсенче вулатпăр", "Çул - çăлтăрсем патне", Сарпи, Марина Карягина вулавĕсен тата ытти конкурссен призерĕ.
Ялăн социаллă тата культура пурнăçне хастар хутшăннăшăн Тав хучĕсене тивĕçнĕ.
Çамрăк сывă пурнăç йĕркисен, ыр кăмăллăх, ырă ĕçсен акцийĕсене хастар хутшăнать.
Д. Суворов иртнĕ çул район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕччĕ. Кăçалхи уншăн тепĕр пысăк савăнăç. Вĕрентекенсен сĕнĕвĕсене тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлама хăнăхнă вăл. Аслисене хисеплеме, кĕçĕннисене пулăшма хатĕр.
Дима иртнĕ вĕренỹ çулĕнче "Çулталăк спортсменĕ" ята тивĕçрĕ. Каччă район, республика шайĕнчи тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнса малти тата призлă вырăнсене çĕнсе илет. 2018 çулта республика командипе çамрăксен "Гвардеец" хỹтĕлевпе спорт лагерĕнче вĕренỹ курсĕнче пулчĕ.
60, 100, 400, 800 метра чупасси ăна йывăрлăх кỹмест. Ку енĕпе республика чемпионĕ вăл. Хутăш эстафетăра та унăн команди малта.
Дима шкулти "Патриот" çарпа патриот клубĕн членĕ. Çамрăк армеецсен команди районти "Зарница" тата "Орленок" спорт вăййисенче пĕрре çеç мар çĕнтерỹçĕ пулнă.
Д. Суворов юлташĕсемшĕн, шăллĕпе йăмăкĕшĕн те тĕслĕхлĕ. Ашшĕпе амăшĕн ывăлĕпе хĕпĕртемелĕх пур.
Е. Краснова та шкулти "Патриот" çарпа патриот клубĕн членĕ. Çамрăк армеецсен юхăмĕпе интересленет. Спортра та харсăр. Республикăри "Зарница" тата "Орленок" çарпа спорт вăййисенче шывра ишессипе, автомата салатса пуçтарассипе пĕрремĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. Çавна май республика команди йышне кĕчĕ. Тантăшĕсемпе пĕрле вĕсем Раççей шайĕнчи "Çĕнтерỹ" вăйăсенче пĕрремĕш йышăнчĕç.
Лена çăмăл атлетикăпа, шывра, шыв айĕнче ишессипе, полиатлонпа, триатлонпа республикăри, ун тулашĕнчи, Чулхулари ăмăртусенче миçе хутчен малти вырăна çĕнсе илмен-ши?
"Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр!" ылтăн палли пур унăн. Шкулти "Çулталăк спортсменĕ" конкурс çĕнтерỹçи те пулнăччĕ.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Ноябрь 2024 |