Географ, патшалăх ĕçченĕ, географи наукисен кандидачĕ (1998 çул), доцент (2006), Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (2009), Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экологĕ (2015) Федор Александрович Карягин 1945 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнче Кивĕ Ахпỹртре çуралнă.
Ф. Карягин Горькинчи педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. 1977-1981 çулсенче Чăваш АССРĕн Çутĕç министерствин инспекторĕ пулнă. 1981 - 1991 çулсенче - Чăваш АССР Министрсен Канашĕн инструкторĕ, Председатель çумĕн пулăшуçи, Председатель пулăшуçи, Шупашкар хула комитечĕн çут çанталăка сыхлассипе тимлекен председатель. 1992-1996 çулсенче вăл Чăваш Республикин çут çанталăк тата экологи министрĕнче тăрăшнă. 1996 çултан - И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ. 2000 çултан - экологи кафедрин доценчĕ, 2005 çултан - Раççей патшалăх социаллă университечĕн Шупашкарти филиалĕн экономика факультечĕн деканĕ. Çав вăхăтрах 2002-2004 çулсенче Чăваш Республикин гидрометеорологи тата тăван тавралăха мониторинг тăвакан центрăн начальникĕнче вăй хунă.
Федор Александровичăн тĕпчев ĕçĕсем Чăваш Республикинчи климат условийĕпе экологи лару-тăрăвне сăнанипе çыхăннă. Вăл 240 ытла наука тата наукăпа методика ĕçĕсен, вăл шутра 6 монографи авторĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри: "Окружающая среда и природные ресурсы Чувашской Республики", "Роль хозяйственной деятельности в изменении природной среды Чувашской Республики", "Современные гидроклиматические изменения в Чувашии" тата ыттисем те.
("Çулталăк кĕнекинчен")
Ноябрь 2024 |