ÇАК кунсенче Туçари масара кĕнĕ çĕрте чечексен аллейине йĕркеленĕ. Ял старости Антонина Салмина хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, сăваплă та пархатарлă ĕçе М. Табакова, О. Телегина, Л. Чумерина пуçарнă. Коронавирус чирĕнчен асăрханмалли йĕркесене пăхăнса хăйсемех вĕсене шăварса, çум курăкран тасатса тăраççĕ. Çак хастарсемех ытти обществăлла ĕçсенче те ырă тĕслĕхлĕ пулнине палăртрĕ Антонина Васильевна.
Ноябрь 2024 |