Пĕр ĕмĕр уншăн чикĕ мар

Категория: Публикации Опубликовано: 02.06.2020, 17:15 Просмотров: 334

Кашни çыннах юбилей ячĕпе саламланă май сывлăх пултăр мĕн ватăличчен, пурăнма сунатпăр 100 çулччен, тетпĕр. Именкассинче пурăнакан К. Никифоровăна та çакнашкал миçен саламланине шутласа та кăлараймăн. Çитрĕ кĕтнĕ юбилейĕ. Майăн 22-мĕшĕнче Клавдия Васильевна 100 çул тултарчĕ.

 Ĕмĕр ĕмĕрленĕ хисеплĕ ватă кỹршĕллĕ Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршăра кун çути курнă. Çиччĕн пĕр тăван пулнă вĕсем. Паян вара çут тĕнчене пĕри çеç юлнă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлеме тивнĕ. Клавдия Васильевна окопсем чавма, торф кăларма кайнă. Улатăр районĕнчи чукун çул строительствине тунă çĕре те хутшăннă. Вăрман хатĕрлеме те çỹренĕ хĕрарăмсем. Пĕр сăмахпа каласан, ăçта ĕç алли кирлĕ пулнă, çавăнта кайнă. Никам та хăйне шеллесе тăман.

К. Никифорова çамрăклах çан-çурăмне авни паян кун та палăрать. Ури сурса ыратать. Атă-пушмакĕ те вăхăтĕнче ăшă тытаканни, нỹре çăтаканни пулман та ĕнтĕ. 4 класс пĕлỹ илнишĕн те савăнатех.

Чипер те яштак пỹ-силлĕ хĕр Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникне Именкассинчи Василий Никифоровича качча тухнă. Вĕсем 40 çул ытла килĕштерсе пурăннă. Мăшăрĕ 1996 çулта пурнăçран уйрăлнă.

Никифоровсем тăван колхозра ĕçленĕ: пĕри - арманçăра, тимрĕçре, тепри - колхозница.

 5 ача çуратнă вĕсем. Иккĕшĕ вара çамрăклах вилнĕ. Паян тыл ĕçченĕ Мария хĕрĕпе пурăнать.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика