Июнĕн 4-мĕшĕ. Çак кун 1916 çулта Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче Алексей Алексеевич Брусилов ертсе пынипе вырăс çарĕсем наступлени пуçарнă.
Июнĕн 18-мĕшĕ. Çак кун 1855 çулта вырăс çарĕсем Севастополе хỹтĕленĕ май акăлчансен, французсен тата турккăсен çарĕсен тапăнăвне Малахов курганĕ патĕнче чарса лартнă.
Июнĕн 22-мĕшĕ. Çак кун 1941 çулта фашистла Германи СССР çине тапăннă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисене асăнмалли кун. Çĕнтерỹшĕн 26,6 миллион çын хăйсен пурнăçне панă. Шăпах çак кун радиопа пĕрремĕш хут "Пирĕн енче чăнлăх. Тăшмана çапса аркататпăрах. Çĕнтерỹ пирĕн енче пулать" сăмахсем янăранă. Çапла пулнă та.
Июнĕн 29-мĕшĕ. Çак кун Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашистсене хирĕç çапăçнă партизансемпе подпольщиксене асăнаççĕ.
Ноябрь 2024 |