Çĕнтерỹ уявĕ ячĕпе- çĕнĕ кĕнеке

Категория: Публикации Опубликовано: 02.06.2020, 17:20 Просмотров: 533

"Тертпе хĕн-хур витĕр" çапла ят панă Анат Туçара çуралса ỹснĕ Варсанофий Медведев хăйĕн автобиографилле повеçне. Кĕнекене пичете хатĕрлекенĕ - Митта Ваçлейĕн премийĕн лауреачĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ этнокультура работникĕ Н. Д. Ларионов. Сăмах май каласан, нумай пулмасть çеç пичетрен тухнă хайлав Николай Дмитриевичăн творчество каçалăкĕнче юлашки çулсенче пиçсе тухнă улттăмĕш кĕнеки. Калем ăсти тивĕçлĕ канура пулин те литература ĕçне çулсеренех хăйĕн тỹпине хывать.

1918 çулта çуралнă Варсанофий Григорьевич Медведевăн пурнăçĕ чăнласах та тертпе хĕн-хур витĕр выртнă. Кĕнекере автор шăпах çакна уçса пама тăрăшнă та. Вăл çамрăклах тăлăха юлать, тăваттăра чухне амăшĕ çĕре кĕрет. Çавăнпа та унăн амаçури хỹттинче ỹсме тивет. Юрать-ха, ашшĕн тепĕр арăмĕ ачасене уйăрса пăхман.

Ялти шкултан çичĕ класс вĕренсе тухнă хыççăн вун улттăри çамрăк Мускава каять. 1934- 1938 çулсенче "Моспогруз" артель çумĕнче трубочистра, грузчикре ĕçлет. Ун хыççăн ăна 1938 çулта Хĕрлĕ çара илеççĕ. Вăл Украинăра, Днепропетровскра артиллери полкĕнче хĕсметре тăрать. Унтан ăна Одесса çар округне, хальтерех кăна йĕркеленĕ корпус артиллери полкне куçараççĕ. 1940 çулта вăл Бессарабипе Çурçĕр Буковинăна Совет Союзĕпе пĕрлештернĕ вăхăтра мирлĕ çар походне хутшăнать.1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан, В. Медведев тăракан 152 миллиметрлă гаубица полкне хĕвел анăç еннелле нимĕç фашисчĕсемпе çапăçма куçараççĕ. Пĕррехинче, пехотинецсемпе наступление кайнă чухне, пĕр патронсăр, кивĕ винтовкăпа кăна тăрса юлать.

В. Медведев тыткăна лекет. Тăватă çула яхăн вăл нимĕçсен çар çыннисен лагерĕсенче чурара асапланать. Телее, 1945 çулхи апрельте тепĕр юлташĕпе фашистсен лагерĕнчен тарать. Çак тата вăрçăри ытти кăсăклă самантсем, ветеранăн вăрçă хыççăнхи пурнăçĕ, унăн творчестви (ỹкерме-сăрлама, çырма юратнă) пирки кĕнекере тĕплĕн çырса кăтартнă. В. Г. Медведев тăхăр вун пĕр çула кайса, 2008 çулта вилнĕ. Хăй ыйтнипе ăна Перьмран илсе килсе тăван ялĕнче, Анат Туçара пытарнă. Çак кĕнекене пичете хатĕрлеме пулăшаканĕ унăн аслă ывăлĕ Вениамин. Вăл та талантлă çын, паллă художник. Ашшĕн пултарулăхĕ ăна та куçнă. Сăрă ăсти паян та ахаль лармасть, çĕнĕрен те çĕнĕ картинăсем ỹкерет.

Кĕнекене ветеранăн пурнăçĕпе, унăн çемйипе, тăванĕсемпе çыхăннă тĕрлĕ тĕслĕ сăн ỹкерчĕксемпе пуянлатнă. Çак кунсенче унпа районти тĕп вулавăшра та паллашма май пулĕ.

А. ЕГОРОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика