Индустри паркĕпе паллашнё
ЧР Пуҫлӑхĕн тивĕҫĕсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектĕнче вырнаҫнӑ Индустри паркĕн ĕҫĕ-хĕлĕпе паллашнё.
Олег Алексеевич "Идеальная кровля", "Темп" площадкӑсене ҫитсе курнё. Ҫавӑн пекех "ЭнергоМаш","БИРС Арматура","Турбоком-Инвест", "Каскад" производство площадкисен ĕҫĕ-хĕлне пахаланё. Вĕсенче ĕҫ-хĕл начар мар пынине палӑртнё.
Корнавирус инфекцийĕ кӑҫал ура хурать пулин те ку площадкӑсенче ĕҫе пĕлсе йĕркеленĕ. Ҫитес вӑхӑтра ҫĕнĕ ĕҫ вырӑнĕсем пулассине те палӑртнё.
Хĕрлĕ тÿреме Республика кунĕ тĕлне юсаса пĕтермелле
Шупашкарти Хĕрлĕ тÿреме юсаса çĕнетес ĕç епле пынипе республика тĕп хулин администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков паллашнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, подрядчик пулса пурнăçлакан «Дорисс» акционерсен обществи графикран юлса пырать. Апла пулин те палăртнине çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме шантарнă. «Виçĕ эрне çеç юлать. Ĕçе хăвăртлатмалла», – тенĕ хула администрацийĕн пуçлăхĕ.
Халĕ рабочисем терраса хăмине хума хатĕрленеççĕ. Тавралăха симĕслентерекенсем ландшафт дизайнерĕсемпе канашласа епле илемлетмеллине сÿтсе яваççĕ.
Юрă-кĕвĕпе вылянтарса тăма палăртнă фонтана хитре çанталăкра кашни кунах ĕçлеттерме палăртаççĕ, 19 сехет хыççăн вăл концерт евĕр ĕçлĕ.
Парад кунĕнче кантарĕç
Çĕртмен 24-мĕшĕнче пирĕн çĕршывра канмалли кун тесе йышăннă. Кун пек Указа Раççей Президенчĕ Владимир Путин =у уйăхĕн 29-мĕшĕнче алă пуснă. Кансан та ĕç укçи тÿлĕç.
Коронавируса пула кăçал Çĕнтерÿ кунне çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче анлăн уявлама май килмерĕ. Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине халалланă Çĕнтерÿ парадне Раççейри хуласенче çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче 10 сехетре ирттерме палăртнă. Каçхине, 22 сехетре, хăватлă артиллери салючĕ янăрĕ.
Информаци технологийĕсемпе епле усă курнине тĕпченĕ
2019 çулта халăхăн 67% компьютер пулнă, çынсен 72% интернетпа çыхăнтарнă. Ыйтăма хутшăннисенчен 57% тĕнче тетелне мобильлĕ хатĕрсем (смартфон тата ытти те) урлă тухать, 42% – килти компьютертан, 28% – мобильлĕ компьютертан, 10% – планшетран, 9% – Smart телевизортан, 1% – вылямалли приставкăсенчен. Халăхăн 58% тĕнче тетелне кунсерен тенĕ пек кĕрет. Интернетпа килте усă куракансем – ыйтăма хутшăннисенчен 93%, ĕçре – 49%, юлташсем патĕнче – 38%, халăх усă курма май туса панă ятарлă вырăнсенче /хăна çурчĕсенче, аэропортсенче, кафесенче т.ыт. те\ – 21%, вĕреннĕ çĕрте – 12%.
Интернетпа уйрăмах хастар усă куракансенчен 49,5% – 25-44 çулсенчи çынсем, 55-74 çулсенчисем – 16,1%.
Ноябрь 2024 |