Раççей Конституцине улшăнусем кĕртмеллине РФ Президенчĕ Владимир Путин кăçалхи январĕн 15-мĕшĕнче Федераци Пухăвне яракан çулленхи Çырупа паллаштарнă чух каланă.Тĕп Саккунри тỹрлетỹсемшĕн сасăламалли куна вара апрелĕн 22-мĕшĕнче ирттерме палăртнăччĕ. Анчах коронавируса пула ăна куçарма тивнĕ. Çак кунсенче Президент çĕршывăн Тĕп суйлав комиссийĕн ертỹçисемпе тата Конституцие улшăнусем кĕртес енĕпе ĕçлекен ушкăн членĕсемпе канашлу ирттернĕ.Унта Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Элла Памфилова пĕтĕм çĕршыври сасăлав кунне июлĕн 1-мĕшĕнче ирттерме сĕннĕ. Владимир Путин шухăша ырланă.
Ноябрь 2024 |