Районти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центра саккăрмĕш çул А. Воробьева ертсе пырать. Ĕçĕ курăмлă, çынсемшĕн усăллă вĕсен. Умри тĕллевĕсене пурнăçлаççĕ, коронавирус пандемийĕ вăхăтĕнче те халăхпа кирлĕ пек вăй хума майсем тупаççĕ. Йывăрлăхсене туслă йышпа çĕнтерсе пыма тăрăшаççĕ. Социаллă ĕçченсен уявĕ çывхарнă май Анисия Алексеевнăна хăйсен ĕçĕпе тĕплĕнрех паллаштарма ыйтрăмăр. Аяларах çав калаçăва пичетлетпĕр.
- Коллектив, чăнах та, туслă. Штатра 56 çын тăрать. Вĕсенчен çурри центрта вăй хурать. Ĕçлекенсен вăтам çулĕ 42-43пе танлашать. Вăр-варлăхĕ, çаврăнăçулăхĕ, ĕçченлĕхĕ, чăтăмлăхĕ, çынпа калаçма пĕлни кашнийĕнех пур. Вĕсемсĕр майĕ те çук.
Коронавирус пандемийĕ тапхăрĕнче ĕçе дежурствăпа йĕркеленĕ. Пулăшу кĕтекенсем телефонпа вырăнти 6-20-26, 6-10-59 "хĕрỹ лини" номерĕсемпе шăнкăравлаççĕ. Вара вĕсене пирĕн социаллă ĕçченсем пулăшу кỹреççĕ. Халиччен 68 ыйту пулчĕ. Вĕсене пурне те пурнăçланă. Юлашки шăнкăравсем Аслă Чемен тата Первомайски ялĕсенчен килчĕç. Аслăрах çулхи çынсене эмелсем кирлĕ пулчĕç. Çуран çула тухмаççĕ, паллах. Автотранспортпа леçсе параççĕ.
- Кзыл Чишмара ваттисен çурчĕ пур-ха ĕнтĕ.
- Çапла. Унта 24 çын пурăнать. Карантина хупнăран икшер ĕçчен 14 куна сменăна кĕреççĕ. Кайран самоизоляцинче пулаççĕ. Патриотсем тесех калас килет.
- Структурăра сирĕн тата 5 уйрăм пур. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштараймастăр-и?
- Килсенче социаллă пулăшупа тивĕçтерекенсем кăçалхи пĕрремĕш кварталта 151 çыннăн ыйтăвне татса панă. Тепĕр чухне пĕр-пĕр аслăрах çулхи çынна кирлĕ документа тутарма та çăмăл мар. Пирĕн специалистсем пулăшаççех.
Васкавлă социаллă пулăшу кỹ- рекенсем 785 гражданин патĕнче пулса 1425 тивĕçтерỹ тунă.
Консультаци пункчĕ 222 çынна кирлĕ канаш панă.
Çемьене тата ачасене пулăшу кỹрекен специалистсен ĕçĕ-хĕлĕ анлăрах. Йывăр шăпаллă çемьесенче çитĕнекен ачасем патне тăтăш çỹрени кирлĕ. Нумай ачаллă, сахал тупăшлă çемьесем те пур. Кỹрши-арши, ял халăхĕ, ял тăрăхĕн администрацийĕ палăртмасть пулсан та ача пособийĕпе тухакан укçа-тенке ытти тĕллевпе усă курма именменнисем те тĕл пулаççĕ.
Патшалăх çитĕнекен ăру патне сахал мар тимлĕх уйăрать. 70 ачана шкул çумĕнче уçăлакан сывлăха çирĕплетекен лагерьсенче канма путевка паратпăр. 61-шĕ район тулашĕнчи лагерьсене кайĕ.
- Кашни ыйтăва тĕрĕс те кирлĕ шайра татса парас тесен анлă тавракурăмлă специалистсем кирлĕ.
- Штатпа ĕçлекен юрист та, психолог та пур пирĕн. Ытти организацисемпе килĕштерсе ĕçлетпĕр. Социаллă пулăшупа тивĕçтерекенсем пĕр эпир çеç мар-çке. Социаллă хỹтлĕх пайĕпе, ĕçпе тивĕçтерекен центрпа çыхăну лайăх. Турханти психоневрологи интерначĕ те хăйĕн хỹттине сахал мар çынна илнĕ.
Ĕç çăмăл мар. Пулăшу кĕтекенсене больницăна çавăтса каясси те пулать. Врачсем çырса панă сĕнỹсене пурнăçлассине те социаллă ĕçченсемех йĕрлесе пыраççĕ тата ытти те. Пулăшу кĕтекенсем те, аслă çулхи çынсем те пĕр тан праваллă. Апла пулсан кашнийĕн тулли пурнăçма пурăнма майсем пулччăрах.
- Уяв ячĕпе сире.
А. АСТРАХАНЦЕВА калаçнă
Ноябрь 2024 |