Çимĕк иртрĕ, малашне пахча çимĕç те вăй илĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 09.06.2020, 08:49 Просмотров: 257

ВАТĂСЕМ сăнанă тăрăх, çу Çимĕкрен вăй илет, вă- йă-кулă, савăнăç вăхăчĕ пуçланать теççĕ. Иртнĕ вырсарникун православи тĕнне ĕненекенсем коронавирус чирĕ малалла сарăласран асăрханса уява килсенче, çемьесенче паллă турĕç. Халăхра Çимĕке çитмĕл те çичĕ курăк, çитмĕл те çичĕ çулçă, çитмĕл те çичĕ тымар уявĕ те теççĕ. Çак вăхăрта хатĕрленĕ курăксем имлĕ-симлĕ, усăллă пулнине те калаççĕ. Çавăнпа та халăх медицинипе усă куракансем вĕсене шăпах çак кунсенче пуçтараççĕ. Çимĕк иртнĕ хыççăнах çынсем милĕк хатĕрлеме пуçлаççĕ. Ун чухне хурăн, юман çулçисем шăпах çирĕпленсе çитеççĕ-мĕн.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика