ПỸРТЕ кĕрсен мĕн сас лайăх? Паллах, чăн малтан аса сасси илтĕнни чунра ăшăлăх çуратать. Районти ЗАГС пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи пилĕк уйăхра Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 130 çемьене (вăл шутра пĕр йĕкĕреш) "çĕнĕ кайăк" килнĕ ятпа саламланă. Вĕсенчен 40 мăшăр пĕрремĕш хут пепкине алла илнĕ. 40 çемьере иккĕмĕш, 31-шĕнче виççĕмĕш, 8-шĕнче тăваттăмĕш ача çуралнă. Районта пилĕк тата ытларах хутчен "аист" парне тунă çемьесем пулни те савăнтарать.
Кирек мĕнле çемьере те килĕшỹпе юрату хуçалансан çеç пурнăç кал-кал та ăнăçлă сыпăнса пырать. Кăçалхи пилĕк уйăхра 36 çамрăк мăшăр çемье çавăрнă. Çав вăхăтрах иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан уйрăлнисен шучĕ палăрмаллах чакнă. Пĕлтĕр 31 тĕслĕх пулнă, кăçал - 19.
Ноябрь 2024 |