ÇАПЛА хак парать Туçара пурăнакан Александр Фролов районта тухса тăракан "Авангард" хаçата. Район историйĕпе, унăн паллă çыннисемпе кăсăкланакан хастар "чун апатне" мĕн пĕчĕкрен вуланине, унта хăй те пĕчĕк заметкăсем çырнине ас тăвать. Паян вара ăна çур ĕмĕре яхăн çемйипе пĕрле вулаççĕ. Фроловсем пĕр çырăнтару тапхăрĕнче те район хаçачĕсĕр юлмаççĕ. Çитес çур çул валли те маларахах çырăннă. Сăмах май каласан, Александр Ильич ăна альтернативлă майпа, хаçат редакцине килсе илмелли условипе çырăнать. Ỹркенмест ĕç ветеранĕ, эрнере икĕ хутчен хаçат илме Патăрьелне çула тухать. Çак сăлтавпа творчество коллективĕнче пулать, çĕнĕ хыпарсемпе паллашать. Тепĕр чухне хăй те пушă алăпа килмест, ял хыпар-хăнарне, уйрăм хастарсен ырă ĕçне редакцие çитерет.
Редакцирен çакна та палăртса хăварасшăн. Район хаçатне вулакансенчен ытларах пайĕ -тивĕçлĕ канăва тухнă пенсионерсем. Çавăнпа та вĕсене чун-чĕререн тав тăватпăр, çитес çур çулта та пирĕнпе юнашарах пуласса шанатпăр.
Ноябрь 2024 |