ШУПАШКАРТА шыва кĕртекен Иоанн пророк çуралнă ятпа, Аслă Чементе Чăн тĕн йĕркине вĕрентнĕ Аслă Василие асăнса лартнă чиркỹсен настоятелĕ Петр Федоров протоиерей Вырăс тата Руç Патриархĕ Кирилл пилленипе чиркỹ ĕçĕ-хĕлĕнче нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн хаклă йышши чулсемпе илемлетнĕ Хĕресе тивĕçнĕ. Сăмах май каласан, вăл священник çемйинчен. Петр Федоровăн ашшĕ - Александр Невский княçе асăнса лартнă Патăрьел чиркĕвĕн настоятелĕ. Республикăра вăл чи ватă священник шутланать. Алексий Федоров протоиерей те хăйĕн ĕçне тỹрĕ кăмăлпа, йĕркеллĕ пурнăçласа пынăшăн иккĕмĕш Хĕресе илме тивĕçнĕ. Ку наградăна вара чиркỹре 50 çул вăй хунă священниксене параççĕ.
Ноябрь 2024 |