Çула тухакан водительсемпе çуран утакансен тĕп тĕллевĕ - хăрушсăрлăх йĕркисене, çул-йĕр правилисене пăхăнасси. Анчах та тепĕр чухне çынсем çул çинче хăйсене кирлинчен ытла шанчăклă тытни, паттăрланни (çаплах калас килет) инкек патне илсе тухать. Акă, кăçалхи пилĕк уйăхра районта пулакан çул-йĕр инкекĕсен шучĕ 75 процент ỹснĕ. Аварисенче тăватă çыннăн пурнăçĕ татăлнă, аманнисем те иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан ытларах.
Сăлтавĕсем вара тĕрлĕрен. Чылай чухне инкексенче руль умне ỹсĕрле ларакан айăплине çирĕплететпĕр. Хальхи вăхăтра çул-йĕр правилине пăхăнманран авари пулнă тĕслĕх те сахал мар. Кăçал водитель эрех ĕçнĕ хыççăн çула тухса авари тунă икĕ тĕслĕхе шута илнĕ. Çуран утакансем явăçнипе вара пилĕк авари пулнă. Вĕсенче пĕр çын вилнĕ, 5-шĕ аманнă.
2020 çулхи пилĕк уйăхра çул-йĕр патшалăх службин инспекторĕсем 1036 çын ячĕпе протокол çырнă, вĕсене пурне те çул-йĕр правилине пăхăнманнипе административлă явап тыттарнă. Çул-йĕр япăххи сăлтавĕпе авари пулнă тĕслĕхсем те пур. Çакнашкал административлă 8 материала суда янă.
Асăннă тапхăрта 64 водитель ячĕпе ỹсĕрле çула тухнăшăн, 13 гражданина çул-йĕр правилисене пăхăнманшăн протокол çырнă, пурне те административлă яваплăх тыттарнă. Тепĕр чухне водительсем ятарлă вырăнта çынсене çул урлă каçарса яман тĕслĕхсем те пулаççĕ. Çак сăлтавпа 18 водителе айăпланă.
Çул-йĕр инкекĕсене ачасем хутшăнни пушшех пăшăрхантарать. Ку таранччен 16 çул тултарман ача аварие лекнĕ пĕр тĕслĕх пулнă. Ашшĕ-амăшĕпе аслисене ачасене çула илсе тухнă чухне ятарлă креслăсемпе усă курмаллине, хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе çыхăнмаллине тепĕр хут асăрхаттаратпăр.
Çуллахи каникул пуçланнипе пĕрлех ачасемшĕн велосипедпа мопедсен сезонĕ те "старт" илчĕ. Çавăнпа та уйрăмах каçхине çул-йĕр хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнса велосипедистсен тумтир çинче çутта хирĕç çутатакан паллă пулмалла. Ку йĕркене аслисен те пăхăнмалла. Мопед рулĕ умне кашни ачан кĕрсе ларма юрамасть. 16 тултарнă ачасен М категориллĕ водитель удостоверенийĕ пулсан çеç унпа ярăнма юрать.
Д. КУДРЯШОВ, РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн ГИБДД пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан
Ноябрь 2024 |