ЧР Пуçлăхĕн суйлавĕ хăçан пуласси паллă
Июнĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин улттăмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн черетлĕ хĕрĕх пĕрремĕш сессийĕн иккĕмĕш тапхăрĕ ĕçленĕ.
Депутатсем ларура пĕлтерĕшлĕ икĕ ыйту пăхса тухнă. Пĕрремĕшĕ вăл — республика ертÿçин суйлавĕн кунне палăртасси тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2019 çулхи ĕç-хĕлĕ пирки хатĕрленĕ отчета хакласси. Правительствăн иртнĕ çулхи ĕçĕн кăтартăвĕсемпе Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан /вăлах ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ/ Олег Николаев паллаштарнă. Республика ертÿçи палăртнă тăрăх, çитĕнÿсем те çук мар, çав вăхăтрах татса паман çивĕч ыйту та чылай. Сăмахран, бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсен шалăвĕ пĕчĕкки, юлашки вăхăтра ĕçсĕрлĕх шайĕ ÿсни, çуртсен таврашĕнчи территорисене хăтлăлатас тĕлĕшпе çителĕклĕ ĕçлеменни, троллейбус паркĕ кивелни тата ытти те. Депутатсем отчет тĕплĕ пулнине палăртнă.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавне Пĕрлехи сасăлав кунĕнче, сентябрĕн 13-мĕшĕнче, ирттерме йышăннă. Регион ертÿçине пилĕк çуллăха суйлĕç.
Олег Николаев хăйĕн кандидатурине тăратĕ
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев июнĕн 13-мĕшĕнче районсемпе хуласен ертÿçисемпе видеоконференци мелĕпе йĕркеленĕ канашлура сентябрĕн 13-мĕшĕнче иртекен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавне хăйĕн кандидатурине тăратассине пĕлтернĕ. «Суйлава эпĕ хамăн кандидатурăна хам тĕллĕн тăратас терĕм. Чăваш Республикинчи конструктивлă мĕнпур вăя, çав шутра политика партийĕсене, май килнĕ таран пĕрлештерессе питĕ шанас килет. Сирĕнпе пĕрле эпир пĕлтерĕшлĕ нумай ĕç тăвайăпăр тата республикăри лару-тăрăва лайăх енне хăвăрт улăштарайăпăр», — тенĕ Олег Николаев.
Ялсене укçа парасшён
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев районсемпе хуласенчи старостăсемпе тата территорири халăх хăй тытăмлăхĕн ертÿçисемпе видеоконференци мелĕпе ирттернĕ канашлура хăш-пĕр муниципалитет Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнӗ ятпа хушма укçа уйăрма ыйтнă. Олег Николаев ку шухăша ырласа йышăннă.
«Сирĕн умăртах ял хуçалăх тата финанс министерствисене ку укçана епле валеçес пирки шухăшласа пăхма хушатăп. Кашни яла хётлёх к.ртме 100-шер пин тенкĕ уйăрассине ырлатӑп. Ку цифра 100 çулхи юбилейпе çыхăнĕ», – палăртнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев.
Ноябрь 2024 |