Шыв ăшăнса çитмесĕр ишме ан васкăр

Категория: Публикации Опубликовано: 17.06.2020, 09:28 Просмотров: 410

ХĔВЕЛЛĔ те ăшă кунсем çу çитнине систерчĕç пулин те кỹлĕсемпе пĕвесенче шыв ăшăнса çитмен-ха. Çавăнпа та район администрацийĕн ятарлă программăсен пай пуçлăхĕ Григорий Каллин шыва кĕмелли сезона пуçлама иртерех пулнине асăрхаттарать. Тарăн вырăнсенче вăл пушшех те сивĕ. Шыва кĕрекенĕн çан-çурăмне хытарса лартма, шăнăр туртса илме, сывлăша пỹлсе илме те пултарать. Çакна шута илсе пулă тытма каякансен те, шыв хĕррине канма çỹрекенсен те шыв çинчи хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмалла. Акă, кăçал шыва кĕмелли тапхăр пуçланман пулин те республикăра ултă çын путса вилнĕ. Ку тĕлĕшпе çул çитмен ачасене те хăйсем тĕллĕн кỹлĕ хĕррине ямалла мар. Çуллахи каникул вăхăтĕнче вĕ- семпе сыхă та тимлĕ пулни инкек-синкекрен çеç сирĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика