2020 çулхи июнĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ кăçалхи сентябрĕн 13-мĕшĕнче регион Пуçлăхне суйламаллипе çыхăннă йышăнăва çирĕплетрĕ. Июнĕн 12-мĕшĕнче асăннă йышăну массăллă информаци хатĕрĕсенче пичетленсе тухрĕ.
Республикăра пурăнакансемпе пĕрлех эпир те лару-тăру лайăх енне улшăнасса кĕтетпĕр. Çак улшăнусем вара регионăн экономика пурнăçне çеç пырса тивмĕç-ха. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕ чи пĕлтерĕшлĕ политика пулăмĕ пулнăран унпа пĕрлех регионта та пысăк улшăнусем пулса иртессине те палăртаççĕ. Çавăнпа та малашнехи суйлавсенче мĕнпур тапхăрта унта хутшăнакансене валли пурне те пĕр пек майсем туса парасса, республика ертỹçин должноçне йышăнакан кандидатсене валли çак кампанин чи йывăр тапхăрĕсенчен пĕринче - муниципалитет фильтрĕ витĕр тухнă чухне - демократиллĕхпе тата витĕр курăнаслăхпа, уççăнлăхпа тивĕçтерессе эпир те шанатпăр.
Ĕçе çакăн пек йĕркелени депутатсене мĕнле те пулсан хĕсĕрлессинчен сыхланма май парать. Çапла майпа вĕсенчен кашниех ирĕклĕ суйлав туса кандидатсенчен пĕрне пулăшма пултарать. Кунпа пĕрлех социаллă тата политика тĕлĕшĕнчен темĕн чухлĕ ытларах представительсене хутшăнма май парать, унпа пĕрлех суйлавра вĕсем хушшинчи конкурентлăха ỹстерет.
А.КУЛИКОВ, муниципалитет йĕркеленĕвĕсен Канашĕн правлени председателĕ; С.НИКОЛАЕВ, муниципалитет йĕркеленĕвĕсен Канашĕн ĕç тăвакан директорĕ
Ноябрь 2024 |