Вĕрентỹ - коллективлă ĕç. Çавна май умри тĕллевсене пурнăçа кĕртесси вĕрентекенсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса вăй хунинчен нумай килет.
Район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн информаципе методика центрĕн директорĕ Ю. Миронова ертсе пынипе пуçламăш классенче вĕрентекенсен пултарулăх ушкăнĕ ĕçлет.
Кашни вĕренỹ çулĕ вĕçĕнчех çак ушкăн районти хастар вĕрентекенсен ĕç опычĕпе паллашать. Кăçал та çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче Туçари вăтам шкулти Л. Маркова ĕç опычĕпе паллашрĕç.
Людмила Валентиновна малтан Елчĕк районĕнчи Энтепери вăтам шкулта 25 çул пуçламăш классене вĕрентнĕ.
2016 çулта Л. Марковăна шăпа Анат Туçари пуçламăш шкул ача-садне илсе çитернĕ. Вăл кунта вĕрентме пикеннĕ.
Юратнă ĕçĕнче вăл 29 çул тăрăшать. Аслă категориллĕ вĕрентекенĕн урокĕсем яланах çỹллĕ шайра иртеççĕ. Вĕсем тĕрлĕ формăллă, пуян содержаниллĕ. Вĕрентекен уроксенче Интернетран илнĕ материалсемпе, çĕнĕлĕхсемпе усă курать. Унăн вĕренекенĕсем районта тата республикăра иртекен конкурссене хаваспах хутшăнса çĕнтерỹçĕсем пулаççĕ, призлă вырăнсем йышăнаççĕ.
Çитĕнекен ăрушăн вăл иккĕмĕш анне те, аппа та, юлташ та. Класс ертỹçи вĕренекенсен шкулти пурнăçĕ яланах хаваслă ирттĕр тесе тăрăшать. Ачасемпе тĕрлĕ калаçу, интереслĕ мероприятисем ирттерет.
Ашшĕ-амăшĕ те шкулта кĕтнĕ хăна. Вĕсем вĕрентекенпе кăсăклă темăсем сỹтсе явма пултараççĕ, кирлĕ вăхăтра пулăшу ыйтаççĕ. Вĕрентекен ачасемшĕн тĕслĕх пулни пархатарлă. Людмила Валентиновна пĕр вырăнта тăма пĕлмест. Шав малалла талпăнать. Районта, республикăра иртекен конкурссенче яланах çĕнтерỹçĕсен йышĕнче.
Çулленех район тулашĕнчи наукăпа практика конференцийĕсене хутшăнать. Ĕçĕсем тĕрлĕ наука пуххинче пичетленеççĕ.
- Пултарулăхсăр ача çук. Вĕсен талантне уçса пама тăрăшмалла. Кашни ача мĕнпе интересленнине пĕлетĕп, ăна çав енне аталантарма майсем туса пама ăнтăлатăп,_ тет Л. Маркова.
Районти пуçламăш классене вĕрентекен ушкăн педагог ĕçне вырăна хурса хакларĕ.
С. УРУКОВА, районти пуçламăш классенче вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн ертỹçи