Фитофторăран

Категория: Публикации Опубликовано: 23.06.2020, 10:11 Просмотров: 383

Помидора, хăяра чир-чĕр хăвăрт ерет, çавăнпа хăш-пĕр пахчаçă лавккаран туяннă препаратпа усă курать. Тен, çимĕçе наркăмăшлантармалла мар? Ăна ачасем те çиеççĕ-çке-ха. Акă, çĕпре фитофторăран тата кăмпа чирĕсенчен хăтăлма пулăшать.

Ăна çапла хатĕрлемелле: 3 литр шыва 38 градус таран ăшăтмалла (анчах ытларах мар, унсăрăн çĕпре пĕтет), 10 апат кашăкĕ сахăр, 10 грамм типĕ çĕпре хушмалла. Анчах астăвăр: 3 литртан пысăкрах савăт илмелле, мĕншĕн тесен çĕпре 2-2,5 хут хăпарать.

Çак хутăша 4-10 сехетлĕхе лартмалла, хушăран пăтратмалла. Ăна ирхине хатĕрлесен лайăхрах. 3 литр хутăша 7 литр шыва ярса пăтратмалла. Каçхине, шăрăх пĕтсен, çак шĕвекепе помидорпа хăяра шăвармалла. Хăяра ку шĕвекпе 10-12 кунра пĕр хутчен шăвармалла. Ытти пахча çимĕçе те çак мелпех шăварма юрать.

Çак шĕвекпе ÿсен-тăрана сирпĕтсен вăл фитофторозпа чирлемĕ. Çĕпрери усăллă кăмпасем сиенлисене пĕтереççĕ. Ку процедурăна икĕ хутчен тумалла. Икĕ-виçĕ кунтанах ÿсен-тăран çулçи лайăхланнине куратăр. Çимĕçĕ те тухăçлăрах пулĕ.

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика