Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе пĕр ĕмĕр çитрĕ. Республика кунне çулсеренех анлă паллă тăватчĕç. Кăçал уйрăмах калăпăшлă ирттерме палăртнăччĕ. Анчах та чир-чĕр сарăлнă тапхăрта ăна сăпайлăрах ирттерме тиврĕ: йышлăн пухăнмасăр, хăнасене йыхравламасăр. Чылай мероприятие август уйăхне куçарма - Шупашкар хулин çуралнă кунĕпе пĕрле ирттерме йышăннă.
Кăçалхи тĕп мероприятисем тĕп хуламăрпа пĕрлех Хĕрлĕ Чутай районĕнче те иртнĕ май кунта чылай ĕç туса ирттернĕ: Çĕнтерỹ тỹремне хăтлăх кĕртнĕ, фонтан вырнаçтарнă, илемлĕ кану паркĕ йĕркеленĕ, аллея никĕсленĕ тата ытти те. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев уява хутшăннă май кунта туса ирттернĕ ĕçсемпе кăмăллă юлнă.
Çавăн пекех Шупашкарта Хĕрлĕ тỹреме юсаса çĕнетнĕ хыççăн уçнă. Тĕрлĕ тĕслĕ çутăпа ялкăшакан кĕвве пăхăнса шыв пĕрĕхтерекен фонтан хута кайнă.
А. ИЛЬИН
Ноябрь 2024 |