И. Дмитриевпа Пăлакассинчи П. Сурков иккĕшĕ те Тăван çĕршыва хỹтĕлеме хутшăннă

Категория: Публикации Опубликовано: 26.06.2020, 09:54 Просмотров: 156

Треньелĕнчи И. Дмитриевпа Пăлакассинчи П. Сурков иккĕшĕ те алла хĕç-пăшал тытса Тăван çĕршыва хỹтĕлеме хутшăннă. Вĕсен паттăрлăхĕпе мухтанас та килет. Иван Александрович 1915 çулхи октябрĕн 10-мĕшĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн 1931-1933 çулсенче Патăрьелĕнчи педагогика училищинче пĕлỹ пухнă. Каярах Чăваш патшалăх учительсен институчĕн студенчĕ пулнă. Дипломлă специалист Первомайскинчи вăтам шкулта кĕçĕн классене вĕрентме пуçăннă.

 Çар ретĕнче те пулнă атте. 1941 çулта вара Тăван çĕршыва хỹтĕлеме тăнă. Каччă пирвайхи çулах паттăрлăх кăтартнă. Ленинград хулишĕн пынă çапăçура аманнă, çавах командовани хушнине пурнăçлама ăнтăлнă.

Нарва çывăхĕнчи çапăçусенче улттăмĕш штабăн оперативлă докуменчĕсене тирпейлĕ тытса пыни умри тĕллевсене пурнăçлама май панă. Çакă 1944 çулхи июль уйăхĕн 27-мĕшĕнче пулнă. Иван Александрович фронт командованийĕнчен илнĕ хушăва хăйĕн пурнăçне шеллемесĕр вут-çулăм витĕр вырăна васкавлă çитернĕ. Çакăншăн ăна часть командирĕ тав тунă.

Вăрçă çинчен каласа пама килĕштерсех кайман И. Дмитриев. Темли те пулнă ĕнтĕ, паллах. Лашасем иртсе кайсан урапа йĕррипе юлнă кỹленчĕкри шыва ĕçнине аса илетчĕ.

Аттен "Çарти хастарлăхшăн", "Ленинграда хỹтĕленĕшĕн", "Германие çĕнтернĕшĕн" панă медальсем пур.

Вăрçă хыççăн Треньелĕнчи, Чăваш Ишекĕнчи пуçламăш, Ыхра Çырминчи шкулсенче ĕçленĕ. Истори, географи предмечĕсемпе, нимĕç чĕлхипе вĕрентнĕ. Иван Александровичăн "Ĕçри хастарлăхшăн" медаль те пур.

 Екатерина Степановнăпа вĕсем 8 хĕр çуратса ỹстернĕ. Ăрăва малалла тăсакансем пĕри те аслисен ятне çĕре ỹкермеççĕ.

П. Сурков вара Пăлаккассинче 1917 çулхи июлĕн 12-мĕшĕнче çуралнă. Ỹссе çитсе пĕве кĕрсен çар ретне тăнă. Мурманск хули таврашĕнче пулнă. Унтан Кольский çур утравĕ çинче çар тивĕçне пурнăçланă.

 Фронт мĕн тути каланине 1939 çултах тутанса пăхнă. Совет Союзĕпе Финлянди хушшинчи çапăçусене хутшăннă. Киле таврăнса ĕлкĕреймен, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Малтанхи кунсенчен пуçласа çĕнтерỹчченех нимĕçсене хирĕç çапăçăва кĕнĕ. Старшина батарея командирĕ пулнă. Вăрçăри паттăрлăхшăн Петр Трифонович "Паттăрлăхшăн", "Заполярие ирĕке кăларнăшăн", "Германие ирĕке кăларнăшăн" медальсене тивĕçнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденне, нумай юбилей медальне илнĕ. Çĕнтерỹ хыççăн та часах яла таврăнайман. Мускав облаçĕнчи Электросталь хулинчи стройкăсенче вăй хунă. Кайран колхозра ял хуçалăх ĕçĕнче тăрăшнă. Таврари ялсенче ăна ăста платник-столяр пулнипе пĕлеççĕ. Пурнăçран 1994 çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнче уйрăлнă.

Аттесем туса çитерейменнине эпир тăватпăр халĕ, вĕсем юрлакан юрра эпир малалла тăсатпăр.

Л. СУРКОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика