Курăк пыйти тата кăткă

Категория: Публикации Опубликовано: 26.06.2020, 10:19 Просмотров: 331

Улма-çырли йывăç-тĕмне курăк пыйти тапăнсан малтан садри кăткăран хăпмалла. Вăл пулăшнипе сăтăрçă ĕрчет. Кăткă хурт-кăпшанкă сĕткенĕпе тăранать.

Курăк пыйти йывăç-тĕм папкин, çулçин, çамрăк хунавĕн сĕткенне йăлтах ĕмсе илет. Çавна май сăтăрçă пылак кăларать.

Кăткă унпа тăранать. Курăк пыйти валли çимелли пĕтсен ăна вăл сывă ỹсен-тăран çине куçма пулăшать, сыхлать. Хĕл каçма ăна йăвине пĕрле илет. Çуркунне вара ỹсен-тăран çине куçарать, ĕрчетет, хăйне валли пылак çимĕç хатĕрлет. Кăткă тĕммине чавса кăлармалла. Садран аяккарах вырăна куçармалла. Çуркунне вара хими препарачĕсемпе садри йывăç-тĕме сирпĕтмелле.

Йăрана кăткă тапăнсан авăртнă хура е хĕрлĕ пăрăç сапмалла. рет хушшине, сукмака типĕ горчица сапсан та аван. Кун пек тусан тухăçа кăткăран, шăширен, хурт-кăпшанкăран упрама пулать.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика