Сухан сарăхсан
Симĕс çулçăн вĕçĕ сарăхма тытăнсан суханпа ыхрана (пĕрер) кăлармалла, сăнамалла. Тымарĕнче пĕчĕк шурă хуртсем пулма пултараççĕ. Çавна май çимĕç çĕрет, çулçи сарăхать. Сăтăрçа çапла пĕтермелле: 1 витре шывра 100 г тăвар, 1 апат кашăкĕ кĕпе çумалли порошок ирĕлтермелле, лейкăпа шăвармалла. Сезонра çапла 2-3 хут тумалла.
Иçĕм çырли
Иçĕм çырли альтернариозпа чирлесен çулçи, хунавĕ çинче хăмăр, кĕмĕл тĕслĕ пăнчă тухать. Чир малтан çамрăк çулçăпа хунавне ерет, кайран çимĕçĕ те сиенленет. Чир паллисем курăнсанах ỹсен-тăрана "скор" е "рапид голд" препаратсемпе сирпĕтмелле. Çак чир тепĕр çул та вăй илме пултарать. Çавăнпа пăхăр хушнă препаратсемпе сирпĕтмелле.
Чир ерсен ăран çинчи пăрăç час-часах чирлет, çĕрет. Çанталăк çумăрлă, сивĕ тăни те уншăн сиенлĕ. Çавна май çимĕçĕ йăран çинчех хуралса çĕрет. Ку ỹсен-тăрана тĕпĕпех кăлармалла - ыттисене сиенлесрен. Юлнисене "фитоспоринпа" сирпĕтмелле. Калчана куçарса лартсан темиçе хут марганцовка шĕвекĕпе сапмалла (5 л шыва 2 г).
Ноябрь 2024 |