Ача-пăча Акатуйĕнче хастарлăх кăтартнă

Категория: Публикации Опубликовано: 30.06.2020, 10:12 Просмотров: 201

ЧĂВАШ автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалласа дистанци мелĕпе йĕркеленĕ ача-пăча Акатуйĕнче Пăлапуç Пашьелĕнчи ачасем те пысăк хастарлăх кăтартнă. Культура çурчĕн заведующийĕ Елена Иванова ертсе пынипе вĕсем "Янра, чăваш юрри!" вокал искусствин конкурсĕнче, чăваш халăхĕн культурипе, йăли-йĕркипе, историйĕпе çыхăннă этнокроссвордра пултарулăхпа палăрнă, С. Степанова, Д. Шестаков, А. Бахитова малти вырăнсене йышăннă. Вăл çеç те мар-ха. Çамрăк артистсем онлайн-вăййа та хутшăннă. Çавна май вĕсем авалхи йăла-йĕркене пăхăнса чăваш тумĕсемпе карталанса вăййа тухнă, юрăсем шăрантарнă, ташланă, республика уявĕнче чун-чĕререн савăннă.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика