"Юрататăп сана, капитан..."

Категория: Публикации Опубликовано: 30.06.2020, 10:26 Просмотров: 169

повесть И. МЕДВЕДЕВ

- Алексей Геннадьевич, эсир çул çинче те, операци вăхăтĕнче те питĕ ывăннă ĕнтĕ, - çамрăк хирург çине шеллевлĕн пăхса илчĕ хĕрĕхелле çывхаракан медсестра.-Малалла Сергей Анатольевичпа пĕрле хамăрах...

 - Анна Васильевна, ырă сăмахăршăн тавах сире. Анчах чирлĕ çынна халĕ, уйрăмах пĕрремĕш талăкра, хуть хăш самантра та опытлă хирург пулăшăвĕ кирлĕ пулма пултарать.

- Ку тĕрĕсех ĕнтĕ.

- Тархасшăн, атте кабинечĕн уççине илсе килĕр-ха, Анна Васильевна. Унти диван çине выртса кăштах канса илетĕп те...

- Дежурнăй медсестра патне кайса халех илсе килетĕп.

Кабинет алăкне уçса кĕрсен Алексей Геннадьевич, хăй паян питĕ ывăнса çитнине туйса, диван çине лаш! ларчĕ. Вăл пушмакĕсене васкамасăр хыврĕ те, хăй сисмесĕрех куçĕ хупăнма пуçланă май, шурă халатне пуç айне хурса тутлă ыйхă ытамне кĕчĕ.

Тĕлĕкре вара çамрăк хирург хăй тин çеç операци тунă вырăс хĕрĕпе пĕрле пин-пин чечексемлĕ анлă улăх тăрăх алран-ал тытса çỹрерĕ. Вĕсем утакан сукмака хĕвел ылтăн тĕспе эрешлерĕ, кăн-кăвак тỹпере вара мăшăр кайăк чĕрене ачашлакан, чунра ырă туйăмсем вăратакан асамлă кĕвĕ шăрантарчĕ. Алексей Любăна вун-вун тĕспе илемлĕн çиçекен чечексен çыххине парнелерĕ, ăна çав тери килĕштерни çинчен пĕлтерчĕ. Çакна илтсен хитре хĕр йăл! кулса илчĕ те сукмакпа çăмăллăн, акăш евĕр ярăнса, чупса кайрĕ. Чăваш каччи тỹрех вырăс хĕрĕ хыççăн ыткăнчĕ, ăна хăваласа çитсе ачашшăн ыталаса илчĕ. Люба каччă çине пĕр самант куç сиктерми пăхса тăчĕ те: "Юрататăп сана, капитан...", - терĕ.

Тĕлĕкри чуна ăшăтакан сăмахсем хыççăн хирург çĕрле вăранса кайрĕ те шурă халатне тăхăнса, кабинетри лампочкăна çутмасăрах юнашар вырнаçнă реанимаци уйрăмне васкарĕ.

- Любовь Першина хăйне йĕркеллех туять, - лăплантарчĕ ăна дежурнăй медсестра. - Халĕ çеç вăранса кайрĕ-ха.

- Апла пулсан питĕ лайăх, - терĕ те хирург хĕр выртакан палата еннелле утрĕ. Палата алăкне уçсанах хĕр пусăрăнчăк сасăпа: "Çутта ан сỹнтерĕр, эпĕ çывăрмастăп", - терĕ.

- Сывлăх сунатăп сире, Люба, - хĕр çумĕнчи пушă кравать çине васкамасăр пырса ларчĕ Алексей Геннадьевич. - Хăвăра мĕнлерех туятăр?

- Пĕтĕмпех йĕркеллĕ, - çурăм çинче выртаканскер, врач еннелле пăхса вăйсăррăн хуравларĕ хĕр.

- Дежурнăй медсестра халĕ çеç каласа пачĕ-ха мана... Тавах сире, капитан юлташ, мана ăнăçлă операци тунăшăн, вилĕмрен çăлса хăварнăшăн.

- Ку вăл хирургăн тивĕçĕ темелле.

- Манăн пỹре самаях сиенленнĕ-и, Алексей... Аçăр ячĕпе мĕнлерех?..

- Алексей Геннадьевич эпĕ,- хĕр çине кăмăллăн пăхса калаçрĕ хирург.

- Сирĕн пỹре кăшт çеç сиенленнĕччĕ, халĕ пĕтĕмпех йĕркеллĕ. Тепĕр вунă кунтан эсир йăлтах сывалса çитетĕр, Люба. Çамрăк организм хăвăрт вăй илет. Тĕрĕссипе, сире çут çанталăк çирĕп сывлăх панă, часах ура çине тăратăр акă.

(Малалли пулать)

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика