Раççей çар историйĕн паллă кунĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 03.07.2020, 10:11 Просмотров: 660

Июлĕн 3-мĕшĕ. Çак кун 1944 çулта «Багратион» операци вăхăтĕнче пирĕн танксем Минска пырса кĕнĕ, Белоруссин тĕп хулине тăшмансенчен хăтарнă. Çак кун Белорусси Республики Никама пăхăнманлăх кунне паллă тăвать.

Июлĕн 7-мĕшĕ. Çак кун 1770 çулта вырăс флочĕ Чесменск çапăçăвĕнче Турци флотне çапса аркатнă. Çĕнтерĕве халалласа II Кĕтерне патша медаль тума хушнă, унта пĕртен-пĕр сăмах – «Быль» - пулнă. Вăл «Турци флочĕ пулнă, халь çук» тенине ăнлантарнă.

Июлĕн 10-мĕшĕ. Çак кун 1709 çулта вырăс çарĕ I Петĕр патша ертсе пынипе Полтава патĕнчи çапăçура шведсен çарне çĕнтернĕ. «Çак сехетре Тăван çĕршывăн шăпине татса паратпăр», _ тенĕ I Петĕр патша çапăçу умĕн салтаксем умĕнче.

Июлĕн 12-мĕшĕ. Çак кун 1943 çулта Прохоровка ялĕ патĕнче танксен çапăçăвĕ иртнĕ. Тытăçăва икĕ енĕпе 1200 танкпа хăй тĕллĕн çӳрекен çапăçу машини хутшăннă. Нимĕçсем 400 танкран 300не çухатнă. Германи  çарĕшĕн ку питĕ пысăк çухату шутланнă. Курск патĕнчи çапăçу  вăрçă тапхăрне татăклă улшăну кĕртнĕ.

Июлĕн 13-мĕшĕ. Ҫак кун 1944 çулта «Багратион» операци вăхăтĕнче Литван тĕп хулине Вильнюса фашистсенчен хăтарнă.

Июлĕн 15-мĕшĕ. Ҫак кун 1410 çулта вырăс çарĕсем тата унăн союзникĕсем  - литовецсем, чехсемпе поляксем – Грюнвальд çапăçăвĕнче нимĕç рыцарĕсене çĕнтернĕ. Смоленск полкĕсем Тевтонский орденлă рыцарьсен тапăнăвне чăтса ирттерсе çапăçу вĕçленĕвне улăштарнă. Нимĕçсене тата вĕсен Европăри 22 çĕршыври союзникĕсене парăнтарнă. Орден урăх вăй илеймен.

Июлĕн 18-мĕшĕ. Ҫак кун 1770 çулта Петр Румянцев ертсе пыракан вырăс çарĕ йышпа икĕ хут пысăкрах Турци çарне çапса аркатнă. Ларга юхан шывĕ (хальхи Молдавинче)  хĕрринчи çĕнтерӳшĕн Румянцев çар начальникĕсенчен пĕрремĕш Ҫветтуй Георгин орденĕн пĕрремĕш степеньне тивĕçнĕ.

Июлĕн 23-мĕшĕ. Ҫак  кун 1240 çулта Александр Ярославич ертсе пыракан вырăс çарĕ Нева шывĕ хĕрринче шведсене çапса аркатнă. Летопиçсемпе килĕшӳллĕн Александр хăй шведсен çар начальникне Биргера амантнă: «хăйĕн çивĕч сăннипе пичĕ çине пичет лартнă». Александр вара Невский хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика