КИРЕК мĕнле ĕçе те кăмăлтан тата тỹрĕ чунпа пурнăçласан çеç вăл кал-кал та ăнăçлă пулса пырать. Ĕç вырăнĕнче усал шухăшпа ларакан хăçан та пулсан хур куратех. Районти пĕр суту-илỹ магазинĕнче ĕçлекен заведующипе те çаплах пулса тухнă. Çакскерĕн суту-илỹ йĕркине, хăйĕн должность инструкцине тивĕçлипе, кирлĕ пек пурнăçламанран суд сакки çинех ларма тивнĕ. Виçĕ ача амăшĕ служба ĕçĕнчи тивĕçĕпе усă курса 300 пине яхăн тăкак кỹнĕ. Ватăсем явсан явсан вĕренĕн те вĕçĕ пулать, теççĕ. Унпа та çаплах пулса тухнă.
Суд хĕрарăма РФ УКăн 73 статйипе айăплă тесе шутланă, ăна икĕ çуллăха ирĕкрен хăтармалла тунă.
Приговор саккунлă вăя кĕнĕ.
Ноябрь 2024 |