Çĕнĕ объектсем çĕнĕ ĕç вырăнĕсемпе пуян

Категория: Публикации Опубликовано: 14.07.2020, 11:45 Просмотров: 581

 Районта юлашки çулсенче патшалăх пулăшăвĕпе усă курса фермер хуçалăхĕсем фермăсем тăваççĕ, выльăх-чĕрлĕх йышне ỹстереççĕ. Кăçал çеç 700 пуç ĕне-выльăх усрамалăх 8 хуралтă тата 350 лаша валли икĕ вите тума палăртнă.

 Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов грант çĕнсе илнĕ Шăнкăртам ял тăрăхĕнчи И. Белалов, Э. Хуснетдинова, И. Хамбиков, Кзыл Чишмари И. Ямалетдинов тата Хирти Пикшик ял тăрăхĕнчи В. Раськин фермерсен ĕçĕ-хĕлĕпе, тĕллевĕсемпе паллашрĕ, строительство объекчĕсене çитсе курчĕ.

И. Белаловпа Э. Хуснетдинова фермерсем 2018 çулта фермер ĕçне пуçăнакансем хушшинче йĕркелекен конкурсра çĕнтернĕ. Пĕри самăртмалли- 50, тепри 60 выльăх валли витесем тăваççĕ.

И. Белалов "Агросоюз" кооперативри 5 фермер çĕнĕ объектсем тунине, хăйсен вăйĕпе хуралтăсем патне пыракан çула тата территорие тирпейленине палăртнă.

Кзыл Чишма хăй вăхăтĕнче "Ленинец" колхоза кĕнĕ. Кунти вите тахçантанпах пушă ларнăшăн ял çыннисем питĕ пăшăрханнă. И. Ямалетдинов ăна çĕнетессишĕн тăрăшать.

- Яла аталантарас, унта çамрăксене хăварас килет. Кăмăл пулсан хамăрах ĕçлеме условисем тума пултаратпăр, патшалăх пулăшать. Аслă çултисем яш-кĕрĕм çуралнă тăрăхра тĕпленнĕшĕн савăнаççĕ, - тет вăл.

Хамбиковсем çемье фермине аталантарма 2018 çулта грант илнĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса ĕне-выльăх ферми тума пикеннĕ.

Хирти Пикшик ял тăрăхĕнчи В. Раськин та мал ĕмĕтпе çемье ферми тума пуçланă. 2019 çулта фермер гранта тивĕçнĕ. Витене тăвасси вĕçленсе пырать - оборудованисемпе сĕт пăрăхĕсене вырнаçтараççĕ.

Асăннă объектсем хута кайсан 20 çынна валли вăй хумалли вырăн хушăнать.

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика