ÇУЛЛАХИ вăхăтра ялсенче ачасем çеç мар, аслисем те чылайăшĕ велосипедпа çỹреме кăмăллаççĕ. Ансат та çăмăл транспортпа нимĕн те мар çывăх яла та, ытти çĕре те çитме пулать. Паян çул çитмен ачасем ытларах хăвăртлăхне те ỹстерме май пур икĕ урапаллă "тимĕр утпа" ярăнаççĕ. Тепĕр чухне велосипедистсем аслă çулпах чуптараççĕ, анчах та çул-йĕр-правилине пăхăнмаççĕ. Çакă вара чăн малтанах авариллĕ лару-тăрăва çивĕчлетет.
Е тата унăн хуçисем (ытларах ачасем) транспорт хатĕрне ăçта килчĕ унта пăрахса хăвараççĕ те ун çинчен мансах каяççĕ. Кăшт вăхăт иртсен вăл вырăнта велосипед çук та пулма пултарать. Акă, Патăрьелĕнчи патшалăх çуртĕнче пурăнакан çул çитмен ача ăна çĕр каçма подъезд умне пăрахса хăварнă та унсăр тăрса юлнă. Сăмах май каласан, республикăра кăçал çеç çакнашкал 61 тĕслĕх пулнă. Пурте - хуçисен явапсăрлăхĕпе.
Ноябрь 2024 |