Июлĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Александр Арапов РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн çĕнĕ начальникĕпе - полици подполковникĕпе - Михаил Яковлевпа паллаштарчĕ.
Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Чернова, район прокурорĕ Николай Осипов, Шăмăршă районĕн прокурорĕ Владимир Николаев, районсем хушшинчи следстви уйрăмĕн ертỹçи Николай Яковлев, район полицийĕн сотрудникĕсем хутшăнчĕç.
Михаил Яковлев шалти ĕçсен службинче чылайранпа тăрăшать. Аслă пĕлỹллĕ юрист оперуполномоченнăй, аслă оперуполномоченнăй, Шупашкарти иккĕмĕш отделенинчи уголовлă шырав уйрăмĕн пай начальникĕн çумĕ, Раççей ШĔМĕн Шупашкар хулинчи "Рябинка" полици начальникĕн çумĕ, Раççей ШĔМĕн Шупашкар хулин пĕрремĕш номерлĕ полици пайĕн начальникĕн çумĕ пулса ĕçленĕ.
(Хамăр корр)
Ноябрь 2024 |