Вăрмана пушартан сыхлар!

Категория: Публикации Опубликовано: 17.07.2020, 13:24 Просмотров: 608

Çуллахи шăрăх кунсем инкек-синкек, хур та кăтартма пултараççĕ. Çавăнпа та кил-çурта, ытти пурлăха сыхланипе пĕрлех вăрманта та вут-кăвар инкекĕнчен асăрханмалла. Акă, мĕн пĕлтерчĕ хаçат редакцине республикăри çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви тытăмĕнчи "Вăрман хуралĕ" ("Лесная охрана") хысна учрежденийĕн кăнтăр районĕсен начальникĕ Георгий Фомин:

- Вăрман- пысăк пуянлăх. Ăна сыхласси, малашлăх ăру валли упрасси, пушар инкекĕнчен асăрханасси тĕп тĕллев. Уйрăмах çанталăк хальхи евĕр шăрăх та типĕ тăнă вăхăтра вут-кăварпа питĕ тимлĕ пулмалла. Статистика вăрманта пулакан 10 пушартан 9-шĕ çын айăпĕпе сиксе тухнине çирĕплетет. Урăхла каласан, пушарсен 90 проценчĕ пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманнипе пулаççĕ. Çавăнпа та хальхи вăхăтра вăрманта кăвайт чĕртме юрамасть. Хăвăр хыççăн хĕвелпе тивсе илме пултаракан нимĕнле çỹп-çап та пăрахмалла мар. Чикарккă юлашкисене, шăрпăка сỹнтермесĕр вăрманта хăварни те инкек патне илсе тухма пултарать. Çупа вараланнă хутсене, кĕленче савăтсене те ятарлă вырăнсенче çеç пăрахмалла. Хĕвел хĕртнĕ вăхăтра вĕсем хыпса илме пултараççĕ.

Кил-çуртран тухакан çỹп-çапа, строительство материалĕсен юлашкийĕсене тата ыттисене те вăрмана пăрахса хăварма юрамасть. Вĕсем ăна вараланипе пĕрлех пушар тухасран пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ.

Пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнман граждансене административлă майпа айăплаççĕ, 4 - 5 пин тенкĕ таран штраф тỹлеттереççĕ. Должноçри çынсем йĕркене пăхăнманшăн - 20-40 пин тенкĕ, юридика пĕлтерĕшлисем - 300-500 пин тенкĕ таран. Енчен эсир вăрманта е унăн çывăхĕнче тĕтĕм йăсăрланнине курсан 8-800-100-94-00, 8 (8352) 40-24-00 телефонсемпе шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика