- Атте, мĕншĕн пĕрле пулайман эсир? - кăсăкланса ыйтрĕ ывăлĕ.
- Эльвирăна эпĕ Самарти медицина институтĕнче пĕр курс пĕтерес умĕн, пединститутри ташă каçĕнче тĕл пулнăччĕ, _ пуçларĕ хăйĕн калаçăвне Геннадий Витальевич.
- Питĕ хитре те вăтанчăк хĕре - ку вăл шăпах Эльвира пулчĕ _ эпĕ вальс ташлама кăлартăм. Паллашрăмăр. Вăл филологи уйрăмĕнче пĕр курс пĕтерет иккен. Кун хыççăн унпа пединститут общежитийĕ таврашĕнче чылайччен калаçса çỹрерĕмĕр. Вĕренỹ сессийĕ вĕçленичченех _ икĕ уйăха яхăн - кашни кун тенĕ пекех тĕл пулаттăмăр. Пĕр-пĕрне юрататтăмăр, пĕр-пĕриншĕн тунсăхлаттăмăр. Сесси вĕçленсен эпĕ Чăваш Ене - хамăр района каникула килтĕм. Вăл вара хăйĕн ашшĕ çуралнă тăрăха _ Самар облаçĕнчи Шунтал районĕнчи чăваш ялне тухса кайрĕ.
- Апла пулсан, Эльвирăн ашшĕ чăваш пулнă?
- Çапла. Амăшĕ- Ульяновскри вырăс хĕрарăмĕ. Эльвирăн ашшĕ унпа Ульяновскри çыхăну аслă çар училищинче вĕреннĕ чухне паллашнă, лейтенант звани илсенех вырăс хĕрĕпе пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Эльвира Хабаровскра - ашшĕ службăра тăнă хулара çуралнă. Вăтам шкул пĕтерсен вăл Самарти пединститута, вырăс чĕлхипе литература учителĕсене хатĕрлекен уйрăма вĕренме кĕнĕ. Ача чухне çуллахи каникула кашни çул тенĕ пекех аслашшĕпе асламăшĕ патĕнче ирттернĕ май, чăвашла пĕр акцентсăр калаçатчĕ...
- Чăваш ялĕнче пурăнма килĕштернĕ ĕнтĕ Эльвира Маркова, пединститутра сесси вĕçленсенех унта вĕçтернĕ... Вăтăр çул каялла кĕсье телефонĕсем пулман-ха. Юратнă хĕр патне çыру хыççăн çыру ăсатнă ĕнтĕ эсĕ, атте.
- Тĕрĕсех шутлатăн, Алеша. Кашни виç-тăватă кунта ăшă йĕркесемлĕ çыру яраттăм Самар тăрăхне. Кашнийĕнчех хуравлатчĕ Эльвира, черетлĕ вĕренỹ сессийĕ пуçланасса чăтăмсăррăн кĕтни, маншăн тунсăхлани пирки систеретчĕ...
- Сирĕн хушăрта мĕн пулса иртрĕ вара, атте?
- Иккĕмĕш курсра пĕр эрне вĕренсенех медик-студентсен тата пединститутра вĕренекенсен ушкăнĕсене облаçри колхоз-совхоза çĕрулми кăларма ячĕç. Пирĕн курсри ушкăна пединститутăн ют чĕлхесен уйрăмĕн студенчĕсемпе пĕрле питĕ аякри совхоза ăсатрĕç. Эльвира Маркова вара пирĕн аслăрах курсри студентсемпе пĕрле çывăхри колхоза лекнĕ. Çанталăк йĕпе-сапаллă тăнă май, пĕр уйăх çурă патнеллех ĕçлерĕмĕр çĕрулми анинче. Çумăрсем вăхăтĕнче ĕçлемен тесен те юрать. Çамрăк пулнă, юн вĕренĕ...
- Ăнлантăм... Апла пулсан аннене эсĕ шăпах çав совхозра тĕл пулнă, ăна юратса пăрахнă...
- Юратнă тесех калаймастăп, ăна, илемлĕскере, йăрăс пỹ-силлĕскере, килĕштернĕ ĕнтĕ... Аннỹпе каçсерен çăлтăрсем шутлама пуçларăмăр. Пĕр каçхине вара...
- Мана шырама тытăннă...
- Ç-çапла. Института каялла таврăнсанах Эльзăн çие юлни палăрчĕ.
- Юрать-ха эсир, чухăн студентсем, манăн пурнăçăма сыхласа хăварма ăс çитернĕ, çине тăрсах çутă тĕнче курма тапаçланакан пепкене шелленĕ...
- Ачаран хăтăласси пирки эпир пĕрре те шутламан. Тĕрĕссипе, çак кĕтмен хыпар аннỹне савăнтарчĕ те. "Качча илетĕн-и, çук-и - эпĕ çурататăп!" - терĕ вăл. Пулас ача амăшне эпĕ пĕр сăмахсăрах ЗАГС уйрăмне илсе кайрăм.
Пирĕн çемьере Турра çирĕп ĕненнĕ, Эльза çемйинче те пепкен пурнăçне татни чи пысăк çылăх пулнине ăнланнă. Аннỹн амăшĕн _ вăл нимĕç хĕрарăмĕччĕ, упăшки вырăсчĕ-_ виçĕ пỹлĕмлĕ хваттерччĕ... –
Эсĕ вара общежитирен вĕсем патне пурăнма куçнă...
(малалли пулать)
Ноябрь 2024 |