РЕСПУБЛИКĂРИ кашни район экономика аталанăвне витĕм кỹрекен мĕнле те пулин енпе палăрса тăрать. Юхмапа Пăла тăрăхĕ Чăваш Енре çеç мар, Раççейре те сухан-севок çитĕнтерессипе пысăк хисеп çĕнсе илнĕ. Кирек ăçта кайсан та пирĕн хура çĕр çинче çитĕннĕ сухан-севока алхапăлах туянаççĕ. Паян анлă усă куракан сăмахпа каласан, вăл Патăрьелсен "бренчĕ" шутланать. Уйрăм çынсем, фермер хуçалăхĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсем çитĕнтерекен çак культура ют çĕршывсене те ăсанать. Раççейре туса илекен çак çимĕçĕн 40 процентне яхăн шăпах Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ỹстереççĕ. Пахча çимĕçе пуçтаракан, аллакан, сортлакан техникисене те чылайăшĕ хăйсемех ăсталаççĕ. Ялсенче "Кулибинсем" сахал мар. Хальхи вăхăтра шăпах çĕр ĕçченĕсем ăна çăлаççĕ, аври типсе кушăхма кăлараççĕ. Урăхла каласан, уй-хирте ĕç вĕрет.
Ноябрь 2024 |