РЕСПУБЛИКА Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнĕ ятпа республикăри социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне, халăха ăс-хакăл тата патриотла воспитани парас ĕçре тивĕçлĕ тỹпе хывнă спорт отраслĕн 16 представительне юбилей медалĕпе наградăласси пирки хушу кăларнă. Çак хисеплĕ йыша пирĕн икĕ ентеш - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ, кире пуканĕ йăтас тĕлĕшпе тĕнче класлă Раççей спорт мастерĕ, республикăри пĕрлештернĕ командăн аслă тренерĕ Борис Глинкин тата Чăваш Республикин физкультура тата спорт тава тивĕçлĕ работникĕ, çăмăл атлетикăпа тĕнче класлă спорт мастерĕ, хăвăрт утас енĕпе тĕнче тата Европа кубокĕн çĕнтерỹçи Александра Деверинская та кĕнĕ. Хисеплĕ ентешĕмĕрсене пысăк награда илнĕ ятпа саламлатпăр, малашне те çамрăксене сывă пурнăç йĕркине явăçтарас тĕлĕшпе пысăк витĕм кỹме ăнăçу сунатпăр.
Ноябрь 2024 |