ÇАНТАЛĂК шăрăх тăни çынсене ирĕксĕрех кỹлĕ хĕррине туртать. Паллах, ятарлă вырăнта, тарăн мар пĕвере тата çынсемпе юнашар шыва кĕрсе киленни пурне те савăнăç çеç парнелет. Анчах та хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмасан, унта ỹсĕрле е тарăн вырăнта ишсен инкек те сиксе тухма пултарать. Акă, иртнĕ çулхипе танлаштарсан республикăра ку таранччен шывра путса вилекенсем 25 процент ытларах пулнă. Июлĕн 20-мĕшĕ тĕлне 19 çыннăн пурнăçĕ çак сăлтавпа вăхăтсăр татăлнă. Мухтав Турра, хальлĕхе Юхмапа Пăла тăрăхĕнче синкерлĕ тĕслĕх пулман. Çапах никамăн та шывран вут пек хăрамаллине манса каймалла мар. Асăрханни пурне те инкекрен сирĕ.
Сăмах май каласан, çак кунсенче Чăваш Республикинчи шыравпа çăлав службин водолазĕсем пирĕн районти Треньел çумĕнчи кỹлĕре çынсене ишме тата канма хăтлăх кỹрес тĕллевпе шыв тĕпĕнчи чăрмав кỹрекен япаласене кăларнă.
Ноябрь 2024 |