Путса вилекенсен шучĕ ӳснĕ
Шăрăх кунсем тăнине пула шывра путса вилекенсен шучĕ ÿснĕ. Шăпах çак ыйтăва сÿтсе явнă ЧР Чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирсе ярас, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссин иртнĕ черетсĕр ларăвĕнче. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пынă. ГКЧС ертÿçи Вениамин Петров пĕлтернĕ тăрăх, =ынсем ытларах çак муниципалитетсенче путса вилнĕ: Муркаш районĕнче — 9 çын, Çĕнĕ Шупашкар хулинче — 4, Канаш районĕнче — 3, Вăрмар тăрăхĕнче — 2. Çитĕннĕ çынсем эрех ĕçсе шыва кĕнĕрен, ачасем аслисем сăнаса çитерейменрен шар курнине палăртнă Вениамин Петров. Вăл шыва кĕме хатĕрленĕ вырăнсенче эрех-сăра сутассине чарма, ял тăрăхĕсенче вырăнти влаç представителĕсенчен, ял старостисенчен, яваплă ытти çынран, волонтерсенчен тăракан ушкăнсен юхан шыв хĕррисенче кулленех профилактика рейчĕсем йĕркелеме сĕннĕ. Кашни пĕве-кÿлĕ хĕррине çăлавçă тăратаймăн вĕт. Паллах, шыва кĕме юраман вырăнсенче çакăн пирки асăрхаттарса çырнă паллăсем тата информаци стенчĕсем пулмалла.
Утă сутассипе —1-мĕш вырăнта
Ытти çĕршыва утă сутассипе Чăваш Ен Раççейре 1-мĕш вырăна тухнă. Çакна Агроаналитика центрĕн Чăваш Республикинчи филиалĕнчи кăтартусем çирĕплетеççĕ. Чăваш Ен аграрийĕсем 2020 çулăн 1-мĕш çурринче 158,3 пин долларлăх 440 тонна утă экспортланă. Люцернăн, викăн, люпинăн, клеверăн вĕтетнĕ курăкне тата вăррисене Бельгие, Германие, Польшăна тата Словение ăсатаççĕ. Регион проекчĕпе килĕшӳллĕн 2024 çул тĕлне Чăваш Ен аграрийĕсен экспорт калăпăшне 46 миллион доллар чухлĕ ӳстермелле.
Хĕвелпе ĕçлекен светофор
Шупашкар хулинче хĕвел энергийĕпе ĕçлекен светофор вырнаçтарнă. Вăл – Хусанкай урамĕнче, унти 20-мĕш шкул çывăхĕнче. Шупашкар хула администрацийĕн çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çĕнĕ йышши светофорсем малашне ытти шкул тĕлĕнче те пулĕç
Тухтăра Шупашкарта вĕреннĕ
И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен тухтăра кăçал вĕренсе тухнисенчен 59 проценчĕ çеç – хамăр тăрăхри çамрăксем. Шупашкарти аслă шкулăн медицина факультетне çĕршывăн 38 регионĕнчи çамрăксем суйланă. «Стоматологи» енĕпе 355 çын алла диплом илнĕ, «Сиплев ĕçĕпе» – 279 çамрăк, «Педиатрипе» – 48-ăн. Медицина факультетĕнчен кăçал вĕренсе тухнисенчен 59-шĕ хĕрлĕ диплома тивĕçнĕ. Чăваш Ен Сывлăх сыхлав министерствин направленийĕпе вĕреннĕ 82 çамрăк хăйсем хăш больницăра ĕçлессине халех пĕлеççĕ.
Виçĕреш çуралнă
Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин Президент пепкелӗх центрӗнче виҫӗреш ҫуралнӑ: ҫут тӗнчене виҫӗ хӗр килнӗ. Вӗсем 1,5 килограма яхӑн таяҫҫӗ. Кӑҫал унта =акнашкал тӗслӗх халиччен пулман. Ытти çулсенче виҫӗреш ҫуратакан тӗслӗх ҫулталӑкра пӗр хутран пуҫласа тӑватӑ хут таран пулкаланӑ. Халӗ ҫут тӗнчене виҫӗ хӗр килнӗ. Вӗсем 1,5 килограма яхӑн таяҫҫӗ. Ҫут тӗнчене вӑхӑт ҫитиччен васкасарах килнисен сывлӑхӗшӗн тухтӑрсем тӑрӑшаҫҫӗ.
Ноябрь 2024 |