Районти хушма пĕлỹ паракан "Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ - "Паттăр" ФСКа" автономии учрежденинче юсав ĕçĕсем пуçланчĕç. Кунта кăçал шыва кĕмелли аслисен бассейнне, фитнес-зала, ытти пỹлĕмсене тĕпрен çĕнетме палăртнă. Çавна май республика бюджетĕнчен 4,1 миллион, районăннинчен 300 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Юсав ĕçĕсем мĕнле пынипе район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Чернова паллашрĕ.
Капиталлă юсав ĕçĕсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2019 çулхи сентябрĕн 26-мĕшĕнче йышăннă "Чăваш Енре пурăнакансен пурнăç пахалăхне лайăхлатмалли хушма мерăсем" хушăвĕпе килĕшỹллĕн пурнăçланаççĕ. Ĕçе "Ремстрой" пĕрлешỹ (ертỹçи Валентина Владимирова) пуçăннă. Юсав ĕçĕсене контрактпа килĕшỹллĕн 45 кунра вĕçлемелле.
Пĕлтĕр вара физкультурăпа спорт сферинчи муниципаллă учрежденисен пурлăхпа техника базине тĕреклетес тĕлĕшпе йышăннă программăпа килĕшỹллĕн 7 миллион ытла тенкĕлĕх (вăл шутра республика бюджетĕнчен 6 миллион та 493 пин, вырăнти бюджетран 803 пин тенкĕлĕх) ытла юсав ĕçĕсене пурнăçланă. Шывпа, ăшăпа тивĕçтерекен системăсене юсанă, электромонтаж ĕçĕсене тунă. Подрядчикĕ "Ремстрой" пĕрлешĕвех пулнă.
А. ИВАНОВА
Ноябрь 2024 |