ПРАВОСЛАВИ тĕнне ĕненекенсем Турă Амăшĕн Хусанти иконĕн уявне кĕркунне - ноябрĕн 4-мĕшĕнче тата çулла- июлĕн 21-мĕшĕнче - паллă тăваççĕ, вăй-хăват паракан тĕлĕнтермĕш икон уявĕпе кĕлĕсем ирттереççĕ. Ытларикун çак ятпа районти чиркỹсенче те службăсем пулнă. Халăх сăнанă тăрăх, çак кун тĕлне çĕрулми те ĕлкĕрсе çитет. Çавăнпа та казанскинче (халăхра çапла калаççĕ) "иккĕмĕш çăкăр" пĕçерсе çиеççĕ.
Ноябрь 2024 |