Хăй çине такам куç сиктерми пăхса тăнине туйса, Люба ерипен куçне уçрĕ.
-_ Капитан? - тỹпе тĕслĕ кăвак куçне мăчлаттарса илчĕ вырăс хĕрĕ.
- Сывлăх сунатăп сире, Люба,-_ йăл кулăпа çиçрĕ каччă.
- Хăвăра та сывлăх сунатăп, Алексей Геннадьевич.
- Мĕнлерех çĕр каçрăр?
- Йĕркеллех. Сирĕн аçăр темиçе хутчен те кĕрсе тухрĕ ман патăма. Эсир иксĕр те - чирлисемшĕн чунтан тăрăшакан çынсем. Ытти медицина ĕçченĕсем те тимлĕ.
- Ырă сăмахăршăн тавах. Сирĕн сывлăх йĕркеленсе кайни савăнтарать. Пытармастăп: эсир лăпкăн çывăрни чĕрене канăçлăх кỹчĕ. Сирĕн организм сывалас енне кайнине яр-уççăн çирĕплетет çакă.
- Тавах ырă сăмахăршăн, Алексей Геннадьевич. Ăнăçлă операци тунăшăн та тавах сире.
- Сирĕн хăвăрăн организм та сывалассишĕн вирлĕн кĕрешет. Ку вăл- сиплев ĕçĕнче чи кирли. Паллах, сире, айăпсăр чуна, Турă та пулăшать.
- Эх, сываласчĕ хăвăртрах...
- Тепĕр тăхăр кунтан йĕркеллех сывалса тухатăр акă.
- Çапла пултăрах.
- Люба, малалла калаçса кайиччен, пĕр-пĕрне "эсĕ" тесе чĕнме пуçлар пулĕ.
- Килĕшетĕп кунпа.
- Халĕ пĕр-пĕринпе çывăхрах паллашар пулĕ. Эпĕ Самарта çуралнă. Институт пĕтерсен аттепе аннене Чăваш Республикин çак районне ĕçлеме янă. Тĕрĕссипе, ку район - аттен çуралнă тăрăхĕ. Ульяновскри суворовецсен çар училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн, эпĕ, пĕчĕкренех офицер пулма ĕмĕтленнĕскер, Санкт-Петербургри çар медицина академине вĕренме кĕтĕм. Унта врач дипломĕпе лейтенант званийĕ илнĕренпе Саратоври çар госпиталĕнче службăра тăратăп. Пĕлтĕр хирурги уйрăмĕн начальникĕ пулма çирĕплетрĕç...
- Эпĕ хам çуралнă тăрăхри- Самарăри педагогика университетне пĕтерсен çак хулари вăтам шкулта ачасене икĕ çул вырăс чĕлхипе литературине вĕрентрĕм...
-_ Чăваш Енре, пирĕн район территорийĕнче аварие лекнĕ эсĕ. Çăмăл автомашинăпа ăçтан килеттĕн?
- Эпĕ Канаша тантăшăн - унпа пĕрле педуниверситетра вĕреннĕччĕ - çирĕм пилĕк çулхи юбилейне палăртма килнĕччĕ. Тепĕр кун хулари автовокзалтан Ульяновска каякан "Рено" автомашинăпа çула тухрăм. Водитель тимсĕрлĕхне пула çакăн пек пулса тухрĕ...
-_ Эсĕ хыçалти ларкăч çинче тата пиçиххипе çыхăнса ларса пынă ĕнтĕ...
- Тĕрĕс.
- Çапла туни сана вилĕмрен çăлса хăварнă. Водитель вара тỹрех пурнăçран уйрăлнă. - Кунашкал пысăк инкекрен Турă çăлтăрах. Эпĕ яланах хĕрес çакса çỹретĕп, пĕчĕк сумкăра - Турă Амăшĕн Хусанти турăшĕ. Ангел-çăлавçă манпа пĕрле пулнă...
- Паллах. Аçупа аннỹ еплерех пурăнаççĕ?
- Анне Сочире пурăнать. Атте вара... Вăл, стройкăра инженерта ĕçленĕскер, виçĕ çул каялла ĕмĕрлĕхех куçне хупнă... Кран çĕкленĕ арматура катăкĕ ун çине ỹкнĕ... Çак вăхăтра, алăка хуллен уçса, палатăна кĕленче савăтсем йăтнă медсестра кĕрсе тăчĕ.
- Мана кунта Геннадий Витальевич ячĕ, - терĕ вырăнти лаборатори ĕçченĕ.
- Вăл мана çак палатăри хĕрĕн юнпа шăк анализĕсене илме хушрĕ.
- Кун пирки сире хам та пырса каласшăнччĕ-ха, - сăмах хушрĕ çамрăк хирург.
- Эпĕ халĕ хирурги уйрăмĕн заведующийĕн кабинетне каятăп. Анализ тĕпчевĕсен хучĕсене унта пырса пама ыйтатăп.
- Юрать. Анализсен кăтартăвĕсене тепĕр сехетренех пырса паратăп.
- Аван. Кĕтетĕп сире, - терĕ те Алексей Геннадьевич, Люба çине кăмăллăн пăхса илнĕ хыççăн алăк патнелле утрĕ. Çак вăхăтра, каччăна питĕ кĕтнине систерсе, хĕр пичĕ ăшă кулăпа çиçрĕ... Анализсен кăтартăвĕсем нормăпа килĕшỹллĕн пулни вырăс хĕрне те, чăваш каччине те чунтанах савăнтарчĕ, çутă ĕмĕтпе çунатлантарчĕ. 5 Любовь Першина, врачсемпе медсестрасен тимлĕхне пула, кунран-кун самайланса, вăй илсе пычĕ. Малтан шутланă пекех, тăваттăмĕш кун ăна, ура çине тăнăскере, хирурги уйрăмне куçарчĕç. Алексей Геннадьевич, отпускра пулнине пăхмасăр, кашни кунах больницăна кайса çỹрерĕ, сиплев курсне ăнăçлăрах тăвас тесе, унта çар госпиталĕнче хальхи вăхăтра усă куракан çĕнĕ меслетсене кĕртсе пычĕ. Тăваттăмĕш кун ирхине хирурги уйрăмĕн палатине кĕрсен, Любăпа юнашар вăтам çулсенчи хĕрарăм ларнине курсан, Алексей Геннадьевич вĕсене сывлăх сунчĕ те, калаçма чăрмантарас мар тесе, тỹрех каялла тухма хатĕрленчĕ. _ Алексей, тăхта-ха, - терĕ Люба.
- Ку вăл - манăн анне. Сочире пурăнаканскер, ман патăма ĕнер каçхине çитрĕ. Хирург тенкел илсе кравать çывăхне куçарса лартрĕ те, хĕрарăм çине тĕлĕнсе пăхнă май, хăйĕнпе паллаштарчĕ.
- Эпĕ сирĕн ятăра пĕлетĕп, - ытлашши пăлханса кайнипе такăна-такăна калаçрĕ каччă.
- Эсир... Эсир - Эльвира Маркова!
-Ç...çапла.
- Эсир _ вырăс чĕлхипе литература учителĕ!
- Тĕп-тĕрĕс каласа панă сире Люба.
- Анне, эпир Алексейпе сан пирки пĕр сăмах та хускатман. Эсĕ Сочире пурăнни, атте пулманни пирки кăна каланă ăна.
Малалли пулать
Ноябрь 2024 |