Кашни çын пурнăçĕнче çемье тĕп вырăн йышăнать. Аслисемпе юнашар ачасем хỹтлĕхе, ашшĕ-амăш ăшшине, юратăвне туяççĕ, пĕр-пĕрне хисеплеме хăнăхса ỹсеççĕ, ĕçе явăçаççĕ. Ăруран-ăрăва куçакан йăла-йĕркене кураççĕ. Çемьеллĕ пурнăç ачана пурнăç çулĕ çине тухма, çирĕппĕн ура çине тăма вĕрентет.
Ачасенче кăмăл-сипет пуянлăхне çирĕплетес, вĕсене гражданла-патриотла воспитани парас тĕллевпе районта онлайн мелĕпе "Çемье телейĕ" ăсталăх конкурсĕ иртрĕ. Унта шкул çулне çитмен тата вĕсенчен аслăрах ачасем хутшăнчĕç. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе çакă паллă: "Чи лайăх несĕл тымарĕ" номинацире Патăрьелĕнчи "Сказка" ача садне çỹрекен П. Кузнецова пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. "Тăван çĕршывăн Аслă вăрçă вăхăтĕнчи çемье фотохроники" те Пелагеянах ăнăçлă пулса тухнă. Вăл çĕнтерỹçĕ пулчĕ.
"Сывлăх - пурнăç норми" номинацире Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта вĕренекен О. Сельцова çĕнтерчĕ. "Çемье династийĕ" тупăшура Алманчăри Чихинсем мала тухрĕç.
А. ИВАНОВА.
Авангард
Ноябрь 2024 |