ÇУЛЛАХИ кунсем çĕмрен пек хăвăрт шăваççĕ. Вырсарникун православи тĕнне ĕненекенсем Илен кунне паллă турĕç. Çак кунхине районти чиркỹсенче Израиль патшалăхĕнче пурăннă Илья пророка асăнса кĕлĕсем иртттерчĕç. Ĕлĕкех çак праçник хыççăн çынсем шыва кĕме пăрахнă. Илен иртсен шыва пĕр катăк пăр каять, тенĕ. Çанталăк улшăннине систерсе кăнтăрлаччен çулла, кайран кĕркунне текен каларăш та пур. Çак кунран хурт-кăпшанкă та çыртма пăрăхать имĕш. Урăхла каласан, мĕн пур сăнав паллисем ăшă çу кунĕсем вĕçленсе пынине систереççĕ.
Ноябрь 2024 |