Çак кунсенче пирĕн районта Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хỹт- лĕх министрĕ Алена Елизарова ĕçлĕ çул çỹревпе пулчĕ. Чăн малтанах вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа тĕл пулчĕ, районти ведомство учрежденийĕсен представителĕсемпе - социаллă хỹтлĕх, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсен, халăха социаллă пулăшу паракан пай пуçлăхĕсемпе канашлу ирттерчĕ.
Ведомство ертỹçи канашлура республикăн 2025 çулчченхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн комплекслă программипе тĕплĕн паллаштарчĕ. Çавăн пекех вăл Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев çак кунсенче алă пуснă «Виçĕ е ытларах ачаллă çемьесене пулăшасси çинчен» калакан хушури йĕркесем çинче те чарăнса тăчĕ.
Коронавирус пандемийĕн тапхăрĕнче социаллă пулăшу ĕçченĕсем ватăсене эмелпе, апат-çимĕçпе тивĕçтерчĕç, вĕсен ытти ыйтăвне те татса пама пулăшрĕç, ку тĕлĕшпе районта «хĕрỹ лини» телефонĕ те ĕçлерĕ. Алена Елизарова пархатарлă ĕçшĕн пурне те тав турĕ, республикăра чиртен асăрханмалли мерăсене çăмăллатнине пăхмасăрах малашне те усал амакран çирĕп асăрханма ыйтрĕ.
Ĕçлĕ çул çỹрев вăхăтĕнчех Алена Елизарова ведомствăна пăхăнакан учрежденисен- халăха социаллă хỹтлĕх паракан тата ĕçпе тивĕçтерекен центрсен ĕçĕ-хĕлĕпе те паллашрĕ.
А. НИКОЛАЕВА
Ноябрь 2024 |