ÇУЛЛАХИ каникул малалла тăсăлать. Шăпăрлансемпе шкул ачисемшĕн çак савăк вăхăт кăмăллă та савăнăçлă, инкек-синкексĕр ирттĕр тесен паян чылай йĕркене çирĕп пăхăнма тивет. Чăн малтанах кỹлĕ хĕррине пĕчĕкскерсене хăйсем тĕллĕн шанса ямалла мар. Вĕсене килте хăйсем тĕллĕн хăварни те пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Айванскерсем шăрпăкпа ашкăнма е ытти инкек тума та пултараççĕ. Хальхи вăхăтра кашни килте тенĕ пекех пластик чỹречесене шăна-пăван вĕçсе кĕресрен сетка караççĕ. Çак хỹтĕлев хатĕрĕ те пĕчĕк пепкесемшĕн ултавлă. Кантăк янахĕ çине хăпарнă ача ун çине аллипе таянса нимĕн те мар урама тухса ỹкме пултарать. Çавăнпа та вĕсене яриех уçăлмалла мар çирĕплетсе хумалла.
Ноябрь 2024 |