Районта - пичет министрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 07.08.2020, 11:00 Просмотров: 1148

Ĕнер районта Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Анисимов ĕçлĕ çул çỹ- ревпе пулчĕ. Ведомство министрĕ чăн малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа тата "Авангард" хаçатăн тĕп редакторĕпе Александр Козловпа тĕл пулчĕ, вырăнти самоуправлени органĕпе районта тухса тăракан хаçат редакцийĕ мĕнле çыхăнура ĕçленипе паллашрĕ. Тĕл пулу вăхăтĕнчех Юхмапа Пăла тăрăхĕнче информаципе телекоммуникаци тытăмĕнчи татса памалли ыйтусене те хускатрĕç.

Михаил Анисимовпа Рудольф Селиванов редакци коллективĕпе тĕл пулнă май хаçат ĕçченĕсене вулаканпа тачă çыхăну тытса ĕçлеме ăнăçу сунчĕç.

А. НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика