Кĕперĕн ĕмĕрĕ вăрăм пултăр

Категория: Публикации Опубликовано: 07.08.2020, 11:04 Просмотров: 1050

 Ача чухне атте-анне чылай ĕçе нимелле, ушкăнпа, кар тăрса пурнăçланине питĕ лайăх ас тăватăп. Пурнăçри лару-тăру çак ырă йăлана манăçа кăларса пырать пулин те, пĕрлĕхре вăй пулнине кăтартакан ĕçсем паян та пур-ха. Çакна хамăр ялта халăх вăйĕпе тата уйрăм çынсен хастарлăхĕпе тунă пысăк ĕç хыççăн тепĕр хут пĕтĕмлетỹ турăм.

 Пирĕн ялти тĕп урам вĕçĕнчи кĕпер тахçанах кивелнĕччĕ, пусарăннăччĕ ĕнтĕ. Йывăç юписем çĕрĕшнипе унăн тĕрекĕ те пĕтнĕччĕ. Вилекенсене юлашки çула ăсатма çак кĕперпе иртмелле. Ун пек чухне çынсем тата ытларах сехĕрленетчĕç. Мĕншĕн тесен тепĕр чухне автомашинăпа каçасси те пулать-çке. Хуçалăх ыйтăвĕпе те çак вырăнтанах каçса çỹреме тивет. Ял кĕперĕ ĕç тунă чухне те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакна шута илсе эпир нумай пулмасть халăх вăйĕпе пысăк ĕç турăмăр, çак кĕпере тĕпрен сỹтсе çĕнĕрен ăсталарăмăр. Куллен вăтăр ытла çын хутшăнчĕ пархатарлă ĕçе. Вĕсен хастарлăхĕнчен, тăрăшулăхĕнчен чун савăнса тăчĕ. Акă, пĕртăван Николайпа Юрий Волковсем, А. Сюзюкин, Н. Софронов, В. Тимошкин хăйсен тракторĕсемпех тухрĕç. Хĕрарăмсем кунта тăрăшакансене апат çитерессине йĕркелерĕç. Ĕç кал-кал та ăнăçлă пулнинче вара чăн малтанах ăна пуçарса ертсе пыракан Иван Никитин старостăпа Владимир Фролов депутат тивлечĕ. Ю. Матросов ял тăрăх депутачĕ те нимене хастар хутшăнчĕ. Ял халăхĕн вăйĕпе тунă ĕçшĕн эпир чун-чĕререн савăнтăмăр. Ĕçе йĕркелекенсене те, унта хутшăннă çынсене те тав сăмахĕ каламалли çеç юлать.

Е. ПАРУСОВА Тури Чакă ялĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика