Пулăшу укçипе - ача-пăча лапамĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 07.08.2020, 11:06 Просмотров: 1119

 Ача-пăча - пурнăç илемĕ. Вĕсем пирĕн пуласлăх, çĕршыв малашлăхĕ. Çавăнпа та шăпăрлансене телейлĕ, сывă-тĕреклĕ çитĕнтересси, вĕсем валли кирлĕ услови туса парасси патшалăхăн тĕп тĕллевĕ шутланать. Çитĕнекен ăрăва тĕрĕс çулпа илсе пырасси, тивĕçлĕ воспитани парасси, çамрăксене аталанма пулăшасси вара аслисенчен те чылай килет.

Первомайски ял тăрăхне кĕрекен Сител ялĕнче ачасене выляма, вăхăтне усăллă ирттермеь, хул-çурăмне тĕреклетме ку таранччен ятарлă вырăн пулман. Ача-пăча лапамĕ тăвасси вара яланах ĕмĕтре пулнă темелле. Ку тĕлĕшпе ял халăхĕпе вырăнти власть хушшинче те пĕршухăшлăх пулни ыйтăва çăмăллăнах татса пама пулăшнă та.

Акă, Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çитнĕ ятпа кашни яла аталантарма, тирпей-илем, хăтлăх кĕртме çĕршер пин тенкĕ уйăрнине Сителсем те хапăл туса йышăнчĕç. Вăхăта вăраха тăсмасăр ял çыннисем пухура патшалăх парса пулăшакан нухрата ача-пăча лапамĕ тунă çĕре яма йышăнчĕç.

 Унтанпа вăхăт нумай та иртмерĕ темелле. Кану паркĕнче хĕрлĕ, кăвак, сарă, шурă тĕссемпе Сител ялне аякранах çутă сăн парса ларакан çак лапамра паян ачасен савăнăçлă сасси чуна уçать. Кунта вĕсене выляма, ярăнма мĕн пур услови çителĕклĕ. Малашне унта ял ачисем те, хуларан хăнана килнисем те кăмăлтан канĕç. Ашшĕ-амăшĕ те ача лапамĕшĕн çав тери савăнчĕç.

А. НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика