Çул-йĕр объекчĕсемпе паллашнă

Категория: Публикации Опубликовано: 07.08.2020, 11:08 Просмотров: 1069

 Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Осипов Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă май район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа Чăваш Ене, вăл шутра Патăрьел районне те 2020 - 2025 çулсенче аталантармалли комплекслă программăна сỹтсе явнă, малашнехи пилĕк çулта транспорт тата çул-йĕр отраслĕнче татса памалли ыйтусене пăхса тухнă.

Çавăн пекех вĕсем Шăнкăртам тата Пикшик ял тăрăхĕсенчи строительство объекчĕсенчи ĕçсемпе паллашнă. Шăнкăртамри Полевая урамра июнь уйăхĕнче çур çухрăм ытла асфальт çул сарма пикеннĕ. Объектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 8 миллион тенкĕрен иртет, подрядчикĕ - "Стройкомфорт" пĕрлешỹ. Ăна "Чăваш Республикинчи ял хуçалăхне аталантармалли тата ял хуçалăх продукцийĕн, апат-çимĕçĕн рынокне йĕркелесе пымалли" патшалăх программин "Ял территорийĕсене комплекслă аталантармалли" хушма программипе килĕшỹл- лĕн тăваççĕ.

Асăннă хушма программăпах Кĕçĕн Арапуçĕн- чи Октябрьская урама, ял клубĕ патне пыракан Пушкин тата Садовăй урамсене (мĕн пурĕ 1,907 çухрăм) асфальт çулпа çыхăнтараççĕ. "Воддорстрой" пĕрлешỹ тăвакан объект хак- 48 798,6 миллион тенкĕ.

 Çак çулсен заказчикĕ - ЧР строительство министерствин "Чувашупрдор" управленийĕ. Объектсене кăçал хута ямалла.

А. НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика